Пухӑннисене саламлама ҫитнӗ регион ертӳҫи Олег Николаев тӑван халӑх йӑли-йӗркине упрассипе ҫине тӑрса ӗҫленине ырласа тав турӗ. Уяв "Ҫавал" ансамбль чӑваш туйне кӑтартса панинчен пуҫланчӗ. Ҫак йӑла-йӗркен презентацийӗ ВДНХ куравӗнче иртнӗ.
Кашнинчех республикӑри ӑстасем паллӑ кун тӗлне пӗр-пӗр пысӑк ӗҫ ҫӗлесе, тӗрлесе хатӗрлеҫҫӗ. Пирвайхи ҫул сурпан тунӑччӗ. Раҫҫей тӗрленӗ картти вара ҫӗршыври мӗн-пур региона ҫывӑхлатса пӗрлештерчӗ. Чӑн энциклопедипе танлаштаракан тӗрлӗ халӑхӑн пир ҫинчи кун-ҫулӗ, паллисем, хӑйнеевӗрлӗхӗ хаклӑ тупра вырӑнӗнчех. "Пурӑн, чӑваш тӗрри!" Раҫҫей шайӗнчи конкурс та ырӑ ҫимӗҫӗпе тӗлӗнтерет. Унта хутшӑнса ӑсталӑхӗпе паллаштаракансен йышӗ ӳссех пырать. Тӗрленипе кӑна мар, ӑстасен алла йӗппе ҫип тытиччен темӗнччен тӗпчев, тишкерӳ ӗҫӗ ирттермелле.
Хальхи яш-кӗрӗм чӑваш тумне юратса тӑхӑнать, ҫӗлекенӗсем пӗринчен-тепри илемлӗрех тумсем ӑсталаҫҫӗ. Тӗпре пурпӗр авалтан упранса пынӑ тӗрӗ-эреш, капӑрлӑхсем. Паян Чӑваш Енре ку енӗпе ӗҫлекен маҫтӑр нумай. Хӑйсен ҫи-пуҫ пуххисене вӗсем уяв хӑнисене те кӑтартрӗҫ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов