Республикӑна Владимир Путин килсе кайни Чӑваш Енре пурӑнакансен асӗнче ырӑ йӗр хӑварчӗ

Пуринчен ытларах ҫӗрпӳсене ӑнчӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Раҫҫей Президенчӗпе алӑ тытса курнӑ телейлӗ ҫынсенчен пӗринпе паллашрӗ.

Пысӑках мар хулара пурӑнакан Маргарита Семенова кӗске хушӑрах "ҫӑлтӑр" пек паллӑ пулса тӑнӑ. Республикӑра кӑна та мар. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан тӑванӗсем Раҫҫейри мӗн-пур каналпа тенӗ пек ӑна курнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Унти кадрсенче ҫӗрпӳсем Владимир Путинпа калаҫаҫҫӗ. Малти ретре шӑпах Маргарита Тимофеевна. "Ҫав кун темле пулсан та ҫӗршыв ертӳҫипе куҫа-куҫӑн тӗл пулма ӗмӗтленнӗ вӑл. Урамра 5 сехет таранах кӗтме тивнӗ.

Хӗрӗ Оксана амӑшӗ ҫӗршыв пуҫлӑхне кӗтсе илме кайнине пӗлмен те. Ҫывӑх ҫыннине телевизорпа кӑтартнине пӗлсен шалтах тӗлӗннӗ.

Владимир Путинпа тӗл пулнин усси тата та пур. Семеновсен аякри, тахҫанах курнӑҫман тӑванӗсем халӗ Ҫӗрпӳне килсе каясшӑн.

 

Алиса Александрова, Наталья Егорова, Светлана Позднякова, Святослав Петров