Республика Пуҫлӑхӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисемпе тӗл пулчӗ

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫав шутра тӳлевсӗр реабилитаципе медицина пулӑшӑвӗ кӳресси тӗп вырӑнта. Пӗлтӗр республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче 450 ытла ҫар ҫыннине сӗнӳ-канаш панӑ, кашни 3-мӗшне сипленӗ. Паян та кунта отпуска килнӗ е аманнӑ  салтаксене сыватаҫҫӗ.

Николай операцине хатӗрленет - аманнӑ урине сиплемелле. Пӗлтӗр кӗркунне вӑл контракт алӑ пуснӑ, тепӗр икӗ уйӑхран фронтра  суранланнӑ. Кунти тухтӑрсем ура ҫине тӑма пулӑшасса шанать, салху шухӑшсене сирме тӑрӑшать салтак. Йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑ чухне шӑпах ҫирӗп кӑмӑл-туйӑм, пуҫа усманни кирлине палӑртрӗ республика ертӳҫи Олег Николаев. Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑннисене сиплессипе паха опыт пухнӑ, ӑста тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ, медицина  хатӗрӗсене ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Учреждени ҫар комиссариачӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине, фронтран килекен салтаксене кунта сипленме май пуррине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ, терӗ госпиталь тӗп тухтӑрӗ Владимир Осипов. Пӗлтӗртенпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан 166  салтака пулӑшу кӳнӗ. 18 операци тунӑ, ытларах чухне бомба ванчӑкӗсене кӑларассипе. Ҫавӑнпа пӗрлех чылайӑшӗ реабилитаци тухать, психологсен сӗнӳ-канашӗ те кирлӗ. Аманнисенчен хӑшӗ фронта таврӑнать, ыттисем - ҫӗнӗлле пурӑнма хӑнӑхаҫҫӗ. 52 ҫулти Юрий темиҫе операци тӳссе ирттернӗ, тӗрлӗ ҫӗрте сипленнӗ, ҫывӑх вӑхӑтра тепре хирургсен аллине лекмелле. Ура ҫине тӑрсан вӗлле хурчӗ ӗрчетме палӑртать, унччен ку енӗпе ӗҫленӗ, анчах халӗ хурт-хӑмӑр самай ытларах усраса пӑхасшӑн. Ҫавна май вӑл республика ертӳҫинчен патшалӑх мӗнле пулӑшу кӳнине ыйтса пӗлчӗ. Ял хуҫалӑх министерстви субсидипе тивӗҫтерме пултарнине аса илтерчӗ Олег Николаев. Унсӑр пуҫне салтаксене ӗҫе вырнаҫмалли, ҫӗнӗ професси алла илмелли, бизнес-проектсем хатӗрлемелли майсем те пур. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех госпитальте ӗҫлекенсемпе те тӗл пулчӗ. Медиксем шалу пирки кӑна мар, республикӑри ҫивӗч ыйтусене те хускатрӗҫ. Сӑмахран, пациентсем валли больница умӗнче машин лартмалли вырӑнсем тӑвасси, Шупашкар ҫывӑхӗнчи ҫула Кӳкеҫе ҫити сарасси пирки сӑмахларӗҫ.

Ҫывӑх ҫыннисене ятарлӑ ҫар операцинчен кӗтекен хӗрарӑмсене хумхантараканни те чылай. 2 ҫула яхӑн вӗсен ывӑлӗсем, мӑшӑрӗсем, пиччӗшӗсемпе шӑллӗсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ. 6 ача амӑшӗн Галина Совкон малтан салтакри аслӑ ывӑлӗ контракт алӑ пуснӑ, кайран упӑшки те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма йышӑннӑ. Халӗ 2-шӗ те аманнӑ: пӗри килӗнче сипленет, тепри - урӑх тӑрӑхра. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ яваплисене ӑна республика госпитальне куҫарас пирки тишкерме хушрӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн йышлӑ ҫемье патшалӑх пулӑшнипе ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑ, уншӑн тав турӗ Галина, 5 ачине шкула тата сатике илсе ҫӳреме машин ыйтрӗ. Кашни салтак ҫемйин  - хӑйӗн шӑпи. Регина Абукинан мӑшӑрӗ тулли мар мобилизацине лекнӗ, 3 ывӑлӗшӗн ашшӗ-  чӑн-чӑн паттӑр. Аслӑ ывӑлӗ те халӗ салтак атти тӑхӑннӑ.

Хӗрарӑмсем урӑх тӑрӑхра килӗшӳ алӑ пуснӑ пирӗн салтаксем республика кӳрекен пур ҫӑмӑллӑхпа усӑ курайманнине пӗлтерчӗҫ. Ку енӗпе йывӑрлӑхсем пуррине пытармарӗ Олег Николаев, ҫак ыйтупа тӗллевлӗ ӗҫленине палӑртрӗ. Салтаксене ытларах кантарасси пирки, киле ҫитме тӳлевсӗр транспортпа тивӗҫтересси, пурӑнмалли майсене лайӑхлатасси пирки те калаҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен архивне пухса хатӗрлес сӗнӳ пулчӗ. Кашни ыйтӑва Ӗҫлев министерствинче тата "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондра тӑрӑшакансем, Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем шута илчӗҫ.

 


Ирина Николаева, Надежда Морозова, Юлия Адюкова, Юрий Марков