Республика Пуҫлӑхӗ йӑлана кӗнӗ пресс-конференци ирттерчӗ

Республика кун-ҫулӗ, вӗренӳпе медицина, спорт, социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ тата ытти тытӑмпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем яланах пысӑк тимлӗхре. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев йӑлана кӗнӗ пресс-конференци ирттерчӗ.

Олег Николаев Пуҫлӑха ларнӑранпа 6-мӗш хут ирттерекен пресс-конференцие 57 журналист хутшӑнчӗ. Вӗсенчен 10-шӗ федераци шайӗнчи массӑллӑ хыпарлавра вӑй хураҫҫӗ. Ҫавах та, Чӑваш Енри лару-тӑру та вӗсемшӗн самай кӑсӑклӑ. Малтанах Олег Алексеевич пухӑннисене республика ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Пӗлтӗр 23-мӗш ҫулхипе пӑхсан промышленнӑҫ 30 процент ытла аталаннӑ. Мӗнпур шайри налуксен виҫи 123 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Ку вара - нихҫанхинчен лайӑх кӑтарту. Журналистсем тӗлпулура ыйту ҫине ыйту хускатрӗҫ. Пӗрисене хуласенчи спорт лаптӑкӗсемпе шкул стадионӗсене тухӑҫлӑрах усӑ курасси шухӑшлаттарать пулсан теприсене ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата ҫул-йӗр ыйтӑвӗ канӑҫсӑрлантарать.

Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртессипе те Чӑваш Ен малта пыракан регионсен йышӗнче темелле. Ку программӑна уйрӑмах ялсенче пурӑнакансем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хула ҫыннисен ялсенчен тӗслӗх илесси ҫеҫ юлать. Ял халӑхӗн вара ытти ыйту та чылай. Тӗлпулӑва килейменнисем пуҫлӑха видеоҫыхӑну урлӑ ыйтусем пачӗҫ.

Ҫӗнтерӳ юбилейӗ ҫывхарнӑ май астӑвӑмпа ҫыхӑннӑ ыйту чылай пулчӗ. Вӑл шутра - хула урамӗсенче тӑван чӗлхепе ҫырнӑ баннерсем вырнаҫтарасси те. Олег Николаев вара кӑҫал Шупашкарти Ҫӗнтерӳ комплексӗнче пысӑк улшӑнусем пулмаллине аса илтерчӗ. Тӗлпулура Ҫӗнтерӳ волонтӗрӗсемпе Ҫамрӑк гварди хастарӗсене те, журналистика уйрӑмӗнче вӗренекен студентсене те сӑмах пачӗҫ. Вӗсем ҫамрӑксене хамӑр тӑрӑхри аслӑ шкулсене илӗртессипе пӗрлех медиастудисемпе центрсем уҫасси пирки те калаҫрӗҫ. Студентсен хули евӗр кампус тӑвас ыйту та халӗ пысӑк тимлӗхре темелле. Журналистика факультечӗн студенчӗ Виктор Чугаров вара республикӑра "тава тивӗҫлӗ" тата "хисеплӗ журналист" ятсене хӑҫан вӑя кӗртессипе кӑсӑкланчӗ. Ку ыйтӑва Олег Николаев ҫулталӑк хушшинче пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну тума шантарчӗ. Пирӗн ыйту вара вӗренӳ тытӑмӗнчи ҫивӗч темӑна хускатрӗ.
Ҫавӑн пекех вӗрентекенсене грантсемпе хавхалантарни те, ҫамрӑксене хваттерпе тивӗҫтерсе ялсене илӗртни те ыйтӑва пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн татса пама пулӑшӗ. Журналистсен йышӗнче туризмпа литература ыйтӑвне ҫӗклекен те пулчӗ. Красноармейскисене вара ялта спорт стадионӗ тӑвас ыйту шухӑшлаттарать.
Виҫӗ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ пресс-конференцире Олег Николаев пурӗ 35 ыйтӑва хурав пачӗ. Ҫакӑн евӗр тӗлпулусенче ҫӗкленӗ ыйтусем пирӗн пурнӑҫа тата та ырӑрах туса республикӑна малалла аталанма пулӑшасса шаннине палӑртрӗ.

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов