Республика ҫыннисене пӑшӑрхантаракан ыйтусене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ патне ҫитерчӗҫ

Олег Николаев йӑлана кӗнӗ пресс-конференци ирттерчӗ. Тӗл пулу Правительство ҫуртӗнче иртрӗ. Унта пирӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем кӑна мар, ытти регионсенчи журналистсем те хутшӑнчӗҫ.

Ҫакӑн пек пресс-конференцие Олег Николаев пиллӗкмӗш хут ирттерчӗ. Хальхинче унта хутшӑнма 80 ытла журналист аккредитаци тухнӑ. Ҫав шутра медиастудисенче ӑсталӑхне туптакан студентсемпе шкул ачисем. Вӗсене ытларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пурнӑҫӗ кӑсӑклантарчӗ - ҫемье пирки, кану кунӗсене епле ирттернине тӗпчесе пӗлчӗҫ вӗсем. Аслӑ ӗҫтешӗсем вара республика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравлама ыйтрӗҫ. Ҫулсем тӑвасси тата юсасси пирки калаҫу уйрӑмах нумай пулчӗ. Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулне, Лапсар тӑкӑрлӑкне хӑҫан йӗркене кӗртӗҫ? Чулхула кукӑрӗ тӑрӑхӗнчи Мӑ-7 аслӑ ҫула хӑҫан анлӑлатӗҫ? Сӑмах май, ку ыйту пирӗн редакцие куракансенчен килнӗ. Олег Николаев ҫак йывӑрлӑха татса парас тӗлӗшпе федераци правительствипе пӗрле ӗҫленине палӑртрӗ. Кӑҫал пресс-конференци умӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсем халӑха мӗн пӑшӑрхантарнине тӗпченӗ. Хӑш-пӗр ыйтӑва Олег Николаев тӳрех хуравларӗ, теприсене тӗплӗн тишкерме шантарчӗ. Садовый микрорайонти ҫӗнӗ шкул пирки те сӑмах пычӗ пресс-конференцире. Ӑна хута ярасса унта пурӑнакансем тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ. Пӗлӳ ҫуртне проектпа смета документацийӗпе килӗшӳллӗн туса пӗтернине, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен кӗҫӗн классем тинех парта хушшине ларнине пӗлтерчӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Лару-тӑрӑва Правительство, Прокуратура, подряд организацийӗ асӑрхасах тӑрать. Пресс-конференцие Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенчи журналистсем те хутшӑнчӗҫ. Запорожье тӑрӑхӗнчи ҫӗнӗ хыпарсен агентствин корреспонденчӗ Александр Патаман видеоҫыхӑнӑва тухрӗ. Вӑл Чӑваш Ене Бердянск районне пулӑшнӑшӑн тав турӗ. Олег Николаев унта пурӑнакансене малалла та тӗрев парасса шантарчӗ.  Кӑҫал вӗренӳ учрежденийӗсенчи столовӑйсене, культура ҫурчӗсене юсама палӑртнӑ. Калем ӑстисем  ҫивӗч те пӗлтерӗшлӗ нумай ыйтӑва хускатрӗҫ. Ҫав шутра сывлӑх сыхлавӗнче специалистсем ҫитменни, ача сачӗсене юсасси, нумай ачаллӑ ҫемьесене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси. Икӗ сехет ҫурӑ пынӑ тӗл пулура Олег Николаев пурӗ 46 ыйтӑва хуравларӗ.


Екатерина Фомина, Надежда Давыдова, Андрей Шоклев, Виктор Степанов