Республикӑри ял-хуласенче пин те 40 ытла суйлав лаптӑкӗ пулать, ҫав шутран 9-шӗ - больницӑсемпе тӗрмесенче. Вӗсене ӳт температури виҫмелли, тимӗр шырамалли хатӗрсемпе тата сӑнав камерисемпе тивӗҫтерӗҫ. Сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе ятарлӑ 4 кабинкӑпа сасӑ паракан хатӗрсем туянаҫҫӗ тата Брайль шрифчӗпе ҫырнӑ брошюрӑсем пичетлеме палӑртнӑ. Шупашкарта пин ҫын ытла пулакан суйлав лаптӑкӗсенче бюллетень шутламалли 130 комплекс пулать. Кӑҫал пурнӑҫа кӗртекен ҫӗнӗлӗх те пур - нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 7-мӗшчен комисси пайташӗсем килӗрен ҫӳресе суйлав пирки ӑнлантараҫҫӗ. Аса илтеретӗп, сасӑлава тӗрлӗ мелпе хутшӑнма пулать. Хӑнӑхнӑ пек - сасӑлав пыракан 3 кунра кирек хӑшӗнче те ирхи 8-тан пуҫласа 20 сехетчен суйлав участокне ҫитсе. Унсӑр пуҫне инҫет электронлӑ майпа тата "Мобильный избиратель" меслетпе те усӑ курма пулать. Ҫакна ҫирӗплетекен заявленисене маларах йышӑнаҫҫӗ.
Аякра вырнаҫнӑ е тухса ҫӳреме кансӗр ялсене пуш уйӑхӗн 15-мӗшпе 16-мӗшӗнче ятарлӑ автобуссем пыраҫҫӗ - 500-ре яхӑн ялта пурӑнакан халӑх хӑй шанакан кандидатшӑн ҫапла алӑ пусма пултарӗ. Республика ҫыннисем сасӑлава мӗнле майпа хутшӑнма палӑртаҫҫӗ? Ҫакна пӗлес тесе эпир Шупашкар урамӗсенче ыйтӑм ирттертӗмӗр.
Ҫав вӑхӑтрах хӑшӗ-пӗри тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултарать. Ҫавна май республикӑри инкеклӗ медицина центрӗнче колл-центр йӗркеленӗ. Шӑнкӑравсене 5 оператор йышӑнать, ҫийӗнчех тивӗҫлӗ хурав параҫҫӗ вӗсем. Ҫак кунсенче кӑна 150 ытла ыйту йышӑннӑ кунта.
Диана Иванова, Ирина Николаева, Михаил Солин