Регионсен туслӑхне ҫирӗплетекен юр-варпа ӗҫме-ҫиме уявӗ

Чӑваш Енре суту-илӳ кооперацийӗн халӑхсем хушшинчи гастрономи фестивалӗпе ярмӑркки иртрӗ.

Хӗрлӗ тӳремри уяв ҫӗршыври 70 ытла регионти суту-илӳ кооперативӗсене пӗрлештерчӗ. Пурте вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи паха та техӗмлӗ апат-ҫимӗҫпе, халӑх культурине палӑртакан ал ӗҫ ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Чӑваш Ен маҫтӑрӗсем вара хӑйсен пултарулӑхне харӑсах темиҫе чатӑрта кӑтартрӗҫ. Кунта тӑмран ӑсталанӑ теттесемпе савӑт-сапа, хӑва хуллинчен явса ҫыхнӑ карҫинкка тавраш, ҫи-пуҫпа тӗрлӗрен капӑрлӑх курма пулчӗ.

Хӑнасене уйрӑмах юр-варпа аш-какай продукцийӗ илӗртрӗ. Ӗҫме-ҫимене ярмӑркка хӑнисем кӑмӑлтан тутанчӗҫ. Килен-каяна сӑйланӑ вӑхӑтрах потребительсен пӗрлешӗвӗсем пӗр-пӗрин хушшинче наци апатне хатӗрлессинче ӑмӑртрӗҫ. Фестиваль хӑнисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Ҫак хутшӑнусем регионсен коопераци аталанӑвне ҫӗнӗ шая кӑларма пулӑшнине палӑртрӗ. Пушкӑртсен ушкӑнӗ вара уявра ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсене ҫӗнӗ "УАЗ" машинӑсем тата электрогенератор парнелерӗ.

2022-мӗш ҫултанпа Раҫҫей кооператорӗсем фронта пӗтӗмпе 2 пин тонна таран гуманитари пулӑшӑвӗ янӑ. Ҫак сӑваплӑ ӗҫ пӗр самантлӑх та чарӑнман. Салтаксене валли пулӑшу пухакан лаптӑк фестиваль лапамӗнче те ӗҫлерӗ. Уява вара кашни кунах вӑтамран 3 пин ҫын килсе курчӗ.


Алексей Енейкин, Святослав Петров