Район кун-ҫулӗ, ун аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсен ячӗсем - пӗр кӗнекере

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗн энциклопедийӗ тинех кун ҫути курчӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ "Сӗнтӗр Ен" ентешлӗхӗн уявӗнче пахаларӗҫ.

Энциклопедие пухса хатӗрлес тесе сӗнтӗрвӑррисем пилӗк ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ӑна ентешлӗх пуҫарӑвӗпе ниме мелӗпе кӑларнӑ - округра пурӑнакансем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем, предприяти-организацисен ертӳҫисем, депутатсем хутшӑннӑ ҫак ӗҫе. Библиотекарьсен тӳпи уйрӑмах пысӑк. Вӗсем - редакци канашӗн никӗсӗ. Уявра энциклопедие кун ҫути курма пулӑшнисене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Кӑларӑма 2 пин ытла статьяпа иллюстраци кӗнӗ. Унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи кашни ялӑн, шкулӑн, культура учрежденийӗн тата ытти предприяти-организацин кӗске историне ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех округри муниципалитетсен, шкулсен, паллӑ йӑх-несӗлсен гербӗсемпе паллашма пулать. Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян. Вӑл йышра - художниксем, артистсем, композиторсемпе юрӑҫсем, ҫыравҫӑсем, спортсменсем. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшса ҫитӗнӳсем тунӑ, патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ ывӑл-хӗрӗн ячӗсем те энциклопедире ҫырӑннӑ. Паянхи паттӑрсем - Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем пирки те манман. Ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман ентешӗсене уявра пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ. Сӗнтӗрвӑрри округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ ҫакӑнпа вӗҫленмест, пуласлӑхра энциклопедин иккӗмӗш томне кӑларас тӗлӗшпе те тӑрӑшмалла.


Екатерина Фомина