Студотрядсен Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн республикӑра Атӑл федераци округӗнче чи малтан йӗркеленнӗ. 10 ҫулта 80 пин ҫамрӑк ҫак юхӑма хутшӑннӑ, тӗрлӗ предприятире ӗҫлесе хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхнӑ. Паянхи куна регионти вӗренӳ заведенийӗсенче студент отрячӗсене 5 енпе йӗркеленӗ: сервис, строительство, педагогика, производство тата медицина. Ҫак тытӑмсем уйрӑмах ҫамрӑксене илӗртеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех волонтер юхӑмӗ те ӑнӑҫлӑ аталанса пырать. Ҫамрӑксем пенсионерсене, ветерансене, ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксен ҫемйисене пулӑшаҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫтарӑннисене саламланӑ май, тӑрӑшуллӑхшӑн тав турӗ. Раҫҫейри отрядсен рейтингӗнче Чӑваш Ен кӑтартӑвне чылай лайӑхлатса 16-мӗш выран йышӑнма пултарнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хастар хӗрсемпе каччӑсене чысларӗ. Кӑҫал пуҫласа "Чи лайӑх студент отрячӗ" конкурс ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх ҫак ята "Вита" медицина ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Олег Николаев ҫӗнтерӳҫӗсене куҫса ҫӳрекен ялав тыттарчӗ. Ҫамрӑксене малашне те ҫитӗнӳ ҫулӗпе утма сунчӗ.
Надежда Александрова