Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров ӗҫлӗ ҫӳревпе Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пулчӗ

Вӑл 1-мӗш вӑтам шкулта ҫӗршыв шайӗнчи "За самбо" тата "Самбо в школу" проектсем мӗнле пурнӑҫланнипе паллашрӗ, ҫавӑн пекех Чурачӑкри ҫӗнӗ шкул строительствипе кӑсӑкланчӗ.

Пирӗн республикӑра самбо - анлӑ сарӑлнӑ спорт тӗсӗсенчен пӗри. Ку кӗрешӳ енӗпе 4 пин ҫурӑ ытла ҫын ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри "За самбо" тата "Самбо в школу" проектсене пурнӑҫа кӗртни вара ку спорта аталантарма тата ытларах майсем туса парать. Вӗсен тӗп тӗллевӗ - нумайрах ачана сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарасси. Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта ку проектсем пӗлтӗрхи вӗренӳ ҫулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Пурӗ 2 ушкӑнра 40 ытла ача хӳтӗленӳ мелӗсене вӗренет. Ҫакӑн валли вӗсен ятарлӑ ролл-матт та пур. Николай Владимиров палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫул республикӑри ытти пӗлӳ ҫурчӗсене те ятарлӑ кавирпе тивӗҫтермелле.

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Чурачӑкри шкула ялсене аталантармалли федераци программипе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫе пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пикеннӗ. Объект хакӗ 339 миллион ытла тенкӗ. Ҫитес ҫул таврари ялсенчи 375 ача ҫӗнӗ шкулта вӗренме тытӑнмалла. Хальхи вӑхӑтра строительсем 3 хутлӑ ҫурта ҫӗклесе лартнӑ, тӑррине витеҫҫӗ, шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Куллен 50 рабочи вӑй хурать. Кунта пурӑнакансем ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ пуласса тахҫанах кӗтеҫҫӗ.

Паянхи куна объектри ӗҫсене 60 процент тунӑ. Килӗшӳ тӑрӑх шкула кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хута ямалла. Кунта ачасене пӗлӳ илме, тӗрлӗ енлӗн аталанма майсем анлӑ пулӗҫ.

Николай Владимиров сенатор шкулти ӗҫсемпе паллашнӑ май, строительсем графикпе килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пынине, ҫавӑнпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ачасем ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренме тытӑнасса шаннине пӗлтерчӗ.

 


Оксана Верликова, Вадим Владимиров