Марина Тюринан ҫемйинче виҫӗ ача. Вӗсем 2016-мӗш ҫултанпа ҫӗр черетӗнче тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем 5 пин те 713-мӗшсем. Апла пулин те Марина Тюрина шанӑҫа ҫухатмасть. Вӗсен ӗмӗчӗ пысӑк - пулас ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫурт хӑпартасси.
Шӑмӑршӑсем вара туризма аталантарасшӑн. Вӑл тӑрӑхра 16-мӗш ӗмӗрте, Хаяр Иван патша вӑхӑтӗнче хӳтӗлев линийӗ пулнӑ. Ҫавна палӑртса хастарсем халӑх пуҫарӑвӗн программипе сыхлав башни лартасшӑн. Ҫакӑн валли вӗсем проект хатӗрлесе килӗшӳ те алӑ пуснӑ, анчах та ҫитменлӗхсене пула документа пӑрахӑҫланӑ. Алла Леонидовна ку ыйту патне чӳк уйӑхӗнче таврӑнма сӗнчӗ.
Йышӑнӑва пурӗ 6 ҫын килчӗ. Алла Салаева кашнине тимлӗ итлесе сӗнӳсем пачӗ, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма шантарчӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров