Пуян та таса чӗлхеллӗ сӑвӑҫ тата журналист

Хаклӑ ентешне, чӑваш поэтне, журналиста сума суса ял халӑхӗ хӑйӗн вӑйӗпе асӑну хӑми уҫрӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Самоккасси ялӗнче Георгий Порфирьев (Ирхи) пурӑннӑ ҫурт ҫинче халӗ астӑвӑм палли пур.

5-ре чухне ялти библиотекӑна ҫырӑннӑ та 7 тултарнӑ тӗле ҫӳлӗксем ҫинче пӗр вуламан кӗнеке те хӑварман. Пӗчӗкрен литературӑна чуншӑн ҫывӑх йышӑннӑ ача ҫитӗнсен хӑйне тӗрлӗ профессире шыранӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илсен Пукане театрӗн сцени ҫинче те вылянӑ, Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче 30 ҫул ытла редакторта тӑрӑшнӑ. Пуян та таса чӗлхеллӗ, сӑвӑ ӑсталӑхне аван пӗлнӗ Георгий Иванович вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ.

Авторӑн халӑх хушшинче сарӑлнӑ кӗнекисем - "Шыври хӗвел", "Тасалу", "Вӑтанчӑк аслати".  Тӑван ял-йыш хушшинче те вӑл яланах хисепре пулнӑ.

Георгий Ирхи ятне ҫапла майпа халӑх асӗнче хӑварас  шухӑша ял ҫыннисем ырласа йышӑннӑ. Пӗри те тепри тӗрлӗ енлӗн пулӑшма хатӗррине палӑртнӑ.


Алиса Александрова, Альбина Фомина, Игорь Ульянов