Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Федоровсен ҫемйи хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫӗр ҫинче ӗҫлесех тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пулнине ҫирӗплетет

Манӑн ӗҫтеш Алексей Енейкин аякри ентешсем ҫуракине мӗнле ирттернипе кӑсӑкланса Пушкӑрт республикине ҫитсе килчӗ. Унти Авӑркас тӑрӑхӗнче пурӑнакан Василий Федоров 7 пин ытла гектар ҫӗр ҫинче тыр-пул туса илет.

Чӑнах та, чӑваш пур чух тӗнче пӗтмест-ха, теҫҫӗ халӑхра. Шупашкартан 700-800 ҫухрӑм аякра пурӑнакан ентешсем тутар, пушкӑрт, вырӑс тата ытти халӑх хушшинче авалхи Сувар-пулкар йӑхӗнчен тухнӑ чӑваш ятне ҫӗклеҫҫӗ. Тӑван чӗлхепе йӑла-йӗркене аталантарнипе пӗрлех кулленхи ӗҫре те ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш тата Тутар Нукасак ялӗсенчи Федоровсен хуҫалӑхӗнче, акӑ, хӗрсе кайсах ҫураки пырать.

Хӑватлӑ техника, чӑнласах та, хуҫалӑхра калама ҫук пысӑк пулӑшу парать. Ҫак сарлака механизмлӑ трактор, сӑмахран, харӑсах 40 метра яхӑн сарлакӑшне тӗрлӗ хутӑш сирпӗтме пултарать. Халӗ вӑл кӗрхисем ҫине ҫум курӑкран им-ҫам сапать. Маларах вара ҫак уйсене апатлантарса тухнӑ. Хӑш техника хӑҫан ӑҫта мӗн тунине пӗтӗмпех Глонасс тытӑмӗ урлӑ йӗрлеме пулать. Ҫакӑ ӗҫе кал-кал  йӗркелесе пыма пулӑшать.

Авӑркаспа Кӑрмӑскал районӗсенче вырнаҫнӑ "Салават" фермер хуҫалӑхӗн ҫӗрӗсем ҫинче Федоровсем ҫавӑн пекех куккурус, соя тата ытти тырпулпа пахча-ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ. Фермӑра вара 1600 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Голштин тата ула тӗслӗ ӑратлӑ ӗнесен репродукцийӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 200 ытла пуҫ лаша тытаҫҫӗ. Вӗсене валли апат хатӗрленипе пӗрлех Федоровсем ытти тыр-пула та хатӗр тавар пуличчен тирпейлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫак тӗллевпех хуҫалӑхра тӗрлӗрен цех ӗҫлет. Пӗринче типҫу юхтараҫҫӗ, кӗрпе тата ҫӑнӑх авӑртаҫҫӗ. Ҫак арманта вара тырра авӑртиччен ҫӑваҫҫӗ. Таса ҫӑнӑхӑн пӗр пайӗ тӳрех хуҫалӑх пекарнине каять. Кунта кашни кунах пин - пин ҫурӑ, тепӗр чух 2 пин таран  ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ. 
Хӑмласӑр пуҫне типӗтнӗ кишӗрпе тӗрлӗ хутӑш ярса пӗҫернӗ ҫӑкӑра та халӑх хапӑлласах йышӑнать. Ҫапла майпа Авӑркас тӑрӑхӗнчи "Салават" хуҫалӑх таврара пурӑнакансен кӑмӑлне туллин тивӗҫтерет. Федоровсен ҫемйи хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫӗр ҫинче ӗҫлесех тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пулнине ҫирӗплетет. Таврари 7 пин те 300 гектар ҫӗре тирпейлесе тӑнипе пӗрлех 140-е яхӑн ҫынна ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ вӗсем. Халӑха чылай ӗҫре пулӑшса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.


Алексей Енейкин, Евгений Данилов