Пур ыйтӑва та асӑрхасах тӑрӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунисен ҫывӑх ҫыннисене пулӑшасси, Шупашкар хулинче пурӑнакансен кулленхи нушисене татса парасси. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ҫынсене харпӑр-хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ.

Алла Салаева патне килнисен йышӗнче - ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ Василий Кострыгинӑн амӑшӗпе арӑмӗ. Салтакӑн 3 ача юлнӑ. Патшалӑх ҫемьене мӗнле ҫӑмӑллӑхсем кӳни пирки Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Сергеев ӑнлантарчӗ. 9-мӗш класра вӗренекен Роман, 3-мӗш класри Прохор тата ача сатне ҫӳрекен Агата тӳлевсӗр апатланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр кружок ачасемшӗн тӳлевлӗ. Алла Салаева ҫемьене мӗнпе пулӑшма пултарнине пӑхса тухма шантарчӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Ольга Паймина (хӗр чухне-Семенова) хӑйӗн пенси стажне ачалӑхра Элӗк районӗнчи "Правда" хуҫалӑхра ӗҫленине кӗртесшӗн. Анчах та ҫакна ҫирӗплетекен тулли информацие тупаймасть. Сахалтан та 5 ҫул ҫухалма пултарать, тет вӑл. Архивра тимлӗрех пулма сӗнчӗҫ Ольгӑна. Кирлӗ пулсан юрист пулӑшӑвне сӗнме пултаратпӑр, терӗҫ.

Шупашкарти Уруков урамӗчи 9-мӗш ҫуртра пурӑнакан Любовь Тимофеевапа Елена Васильевана вара юсав ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Ҫурта пӑхса тӑракан "Мирный 1" пӗрлешӳ подъездсене йӗркене кӗртме, почта ещӗкӗсене улӑштарма тата ытти ӗҫ тума палӑртнӑ. Компанин тӗп инженер тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Карлинов ҫак ыйтупа пуху ирттерме хатӗррине каларӗ. Ҫурта тӗплӗ юсав программине вара 2029-мӗш ҫула кӗртнине пӗлтерчӗ.

Cергей Сорокинӑн та ҫивӗч ыйту. Вӑл робототехника кружокне ертсе пырать. Ҫакӑн валли пӳлӗмсем тара илнӗ. Аренда хакне тӳлессинче мӗнле те пулин ҫӑмӑллӑх пулма пултарать-ши, терӗ вӑл. Алла Салаева кашни ыйтӑва тимлӗ итлерӗ. Хӑшне тӳрех татса пама пулмасть, вӗсене малашне те асӑрхаса тӑма шантарчӗ.

 

Надежда Александрова, Михаил Солин