Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, Мӑкӑр халӑхӗ ҫав тери пултаруллӑ. Лара-тӑра пӗлмесӗр тӗрлӗ конкурса хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, юрӑ-ташӑра та маттур. Кӗмӗл волонтерсем хӑйсен ӗҫӗнче хастар, пултарулӑх ушкӑнӗ - ял пурнӑҫӗн илемӗ.
Ялта 400 ытла ҫын пурӑнать. Ҫавӑнпа та культура вучахне сӳнме паманни пӗлтерӗшлӗ. Кивӗ ҫурт тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫӗннинче пӗтӗмпех хальхилле пулӗ.
Ҫурт тулашӗнчен кӑна мар, шал енчен те улшӑнӗ. 100 вырӑнлӑ залпа сценӑсӑр пуҫне кунта вулавӑш та пулӗ. Ҫӗнелнӗ культура ҫуртне вырӑнти халӑх пысӑк уяв ирттерсе уҫасшӑн. Мӑкӑрсем ҫак пулӑма чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра клубсемпе танах хальхи ӑру библиотекисем йӗркелессине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Вадим Владимиров