"Кӗпернетӑр лагерӗнче" ачасем ҫулла кӑна мар, ҫулталӑкӑн ытти вӑхӑтӗнче те вӗренме, канма тата пултарулӑха аталантарма пултарӗҫ.
Хальлӗхе лагере йӗркелекенсем кану программи мӗнле пулассине сӳтсе яваҫҫӗ. Пурӗ вара кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ вӗҫлениччен "Кӗпернатӑр лагерӗнче" 12 куна пыракан сменӑсем йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Унта республикӑра пурӑнакан 11 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи пултаруллӑ ачасене кӗтеҫҫӗ.
Заявленисене йышӑннӑ чухне ачан вӗренӳри, спортри, обществӑлла ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Канма килекенсене пултарулӑх урокӗсем, тӗрлӗ кӑсӑклӑ ӗҫ-пуҫ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем кӗтеҫҫӗ. Кашни сменӑра 100-е яхӑн ача канма пултарӗ. Лагерьте пулни вӗсене пӗлӳ илме те чӑрмав кӳмӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин