Пулӑшу кӳмелли майсем анлӑланӗҫ

Республикӑра 18 пин ытла нумай ачаллӑ ҫемье шута илнӗ. 2012-мӗш ҫулпа танлаштарсан ку 2 хут нумайрах. Виҫӗ е ытларах ача ҫитӗнтерекен ҫемьесене мӗнле ҫӑмӑллӑх кӳрессине Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе яврӗҫ.

Чӑваш Енре йышлӑ ҫемьесене пулӑшу кӳмелли майсем анлӑ. Вӑл шутра федераци шайӗнче йышӑннисем те, регион  хӑй ҫирӗплетнӗ ҫӑмӑллӑхсем те пур. Сӑмахран, пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене республикӑра пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтереҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем валли 157 хваттер е ҫурт уйӑрма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех нумай ачаллисене транспорт налукӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки канашлура Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова каласа кӑтартрӗ.  Ҫав вӑхӑтрах пулӑшу майӗсем анлӑланса пыраҫҫӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑларнӑ Указра ҫавӑн пекех ытти ҫӑмӑллӑх та пур. Ачана садике вырнаҫтарнӑ чухне вӑл йышлӑ ҫемьере ӳснине шута илӗҫ. Шкул ачисем вара обществӑлла транспортпа тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. 6 ҫул тултарман ача валли тухтӑр ҫырса панӑ эмелпе те тӳлевсӗр тивӗҫтермелле. Нумай ачаллӑ ҫемьесен удостоверени те пулӗ.


Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Виктор Степанов