Ку ӳнер шкулӗн историйӗ 1989-мӗш ҫулта пуҫланнӑ. Пӗрремӗш уроксем Шупашкарти 41-мӗш шкул ҫумӗнчи теплицӑра иртнӗ. Ун чухне унта 70 яхӑн ача хушма пӗлӳ илнӗ. 2002-мӗш ҫулта учрежденине паллӑ ӳнерҫӗсен Аркадийпа Людмила Акцыновсен ятне панӑ. Тепӗр 2 ҫултан пулас художниксем ҫӗнӗ икӗ хутлӑ ҫуртра вӗренме тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра унта 700 яхӑн ҫамрӑк ӳнерҫӗ ӑсталӑхне алла илет.
2006-мӗш ҫулта ӳнер шкулӗнче Акцыновсен музейне уҫнӑ. Унтанпа вӑл кунта вӗренекенсемшӗн те, юнашарти пӗлӳ учрежденийӗсенчи ачасемшӗн те юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ. Унти экспонатсем урлӑ ҫитӗнекен ӑру илемлӗх тӗнчин паллӑ ҫыннисемпе паллашать.
Шупашкарти 6-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем ҫулсерен хула, республика тата ҫӗршыв шайӗнчи конкурссенче мала тухаҫҫӗ. Уява килнӗ сумлӑ хӑнасем нумай ҫул вӑй хуракан педагогсене чысларӗҫ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.
Оксана Верликова, Святослав Петров