Центрӑн тӗп тӗллевӗ - ача мӗнле спортра ытларах ҫитӗнӳсем тума пултарассине палӑртасси, ӑна мӗн пӗчӗкрен сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарасси. Республикӑра ҫитӗнекен 5 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи 60 пине яхӑн ача вӑл е ку спорт енӗпе туслӑ. Центра уҫни вара вӗсен шутне тата ытларах ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Центрта 5 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи ачасене хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ "Чемпион пул" ятлӑ аппаратпа тӗрӗслӗҫ. Ӑна региона Раҫҫей Правительствин хушӑвӗпе кӳрсе килнӗ. Тӗрӗслев 6 пайран тӑрать. Унта ачан психологипе физиологи, спорт аталанӑвне тата ытти енӗсене тӗпчӗҫ. Вӑтамран пӗр ача валли 2 сехете яхӑн уйӑраҫҫӗ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн, ача хӑш спорт тӗсӗпе ытларах ҫитӗнӳсем тума пултарасси паллӑ пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Марина Николаеван 6 ҫулхи ывӑлӗ Арсений тӗрӗслев витӗр тухма ӗлкӗрнӗ те. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗмлетӳ мӗнле иртнипе кӑсӑкланчӗ. Арҫын ача велоспорт енӗпе аталанма ӗмӗтленнине пӗлтерчӗ. Центр уҫӑлнипе тренерсем те кӑмӑллӑ. Ҫакӑ вӗсен ӗҫне самаях ҫӑмӑллӑх кӳрет.
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче мӗн пӗчӗкрен физкультурӑпа аталанма пулӑшакан 3 ушкӑн йӗркелеме палӑртнӑ. Пурӗ унта 30 ача ӑсталӑхне туптӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров