Хальхи вӑхӑтпа тан аталанса пыракан Шупашкарӑн хула ҫыннисемпе унӑн хӑнисемшӗн пур енчен паха та илӗртӳллӗ пулмалла. Ҫак тӗллев пурнӑҫланса пытӑр тесе влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗп хула республикӑн пӗтӗмӗшле экономика аталанӑвӗн никӗсӗ пулни те пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗрекен наци проекчӗсем - аталану локомотивӗсем тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫитес ултӑҫуллӑхра Шупашкар агломерацийӗн мастер-планӗпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ. Ӑна Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Олег Николаевпа Кремльте тӗл пулнӑ вӑхӑтра та ырланӑ.
Калӑпӑшлӑ проект чылай инвестици явӑҫтарма пулӑшмалла. Ҫӗнӗлӗх ҫавӑн пекех инфраструктура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйтусене татса пама пулӑшӗ. Шупашкарта, тӗслӗхен, 2030-мӗш ҫулччен 128 проект пӑхса хунӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 95 миллиард тенкӗ. Унсӑр пуҫне тепӗр виҫӗ проект-драйвер пурнӑҫа кӗртмелле. Вӗсенчен пӗри - ҫурт-йӗр хӑпартасси. Ҫуртсем пин гектар йышӑнакан 35 лаптӑк ҫинче тумалла.
Инвестицисен хакӗ пӗр триллион тенкӗне ҫывхарать. Иккӗмӗш проект транспорт тата ҫул-йӗр аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан 2030-мӗш ҫул тӗлне хушма 10 ҫул хута ямалла. Ҫавӑн пекех Трактор тӑвакансен проспектне, Богдан Хмельницкипе Фучик урамӗсене, Сӗнтӗрвӑрри ҫулне, Университетпа Хӗвеллӗ микрорайонсенчи ҫулсене тимлӗх уйӑрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш калӑпӑшлӑ проектпа вара Йӑлӑмри туризма аталантармалла. Ҫавна май 17 миллиард тенкӗ ӗҫе яма палӑртаҫҫӗ. Шупашкарсен тӗп тӗллевӗсен йышӗнче ҫавӑн пекех ҫӗнӗ социаллӑ объектсем хута ярасси, ҫынсене юхӑннӑ ҫуртсенчен куҫарасси, обществӑлла вырӑнсене тирпей- илем кӗртесси. Кӑҫал ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене 145 тӑлӑх илӗ. Нумай ачаллӑ 125 ҫемье хӑйсен пурӑнмалли кӗтесӗсене хӑтлӑлатӗ. Хӗвеллӗ микрорайонта 1400 вырӑнлӑх шкул строительстви вӗҫленмелле. Ҫӗнӗ хула микрорайонта вара тепӗр пӗлӳ учрежденийӗ ҫӗклеме пуҫлӗҫ. Хулари виҫӗ шкула кӑҫал тӗплӗ юсав кӗтет. Ҫакӑн валли хыснаран 840 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Леонид Петров, Святослав Петров