Правительство кунӗнче элӗксен аталанӑвне сӳтсе яврӗҫ

Иртнӗ 5 ҫулта сахал мар курӑмлӑ ӗҫ тунӑ. Умри тӗллевсем пӗлтерӗшлӗ те калӑпӑшлӑ. Вӑл шутра ҫул-йӗр юсасси, халӑха ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтересси тата ытти.

Элӗк тӑрӑхӗнче 2030-мӗш ҫулччен туризм енӗпе, ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑхра, сывлӑх сыхлавӗнче, ҫул-йӗр хывас ӗҫре 64 проекта пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫакна валли 5 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ кирлӗ пулӗ. Культура тӗлӗшӗнчен элӗксем аван аталанаҫҫӗ. Паянхи кун 28 клуб, 20 библиотека, 2 музей, ача-пӑча ӳнер шкулӗ ӗҫлет кунта. Иртнӗ 5 ҫулта 16 учрежденире пысӑк юсав ирттернӗ. Кӑҫал ку тӑрӑхри пултарулӑх ҫыннисене пысӑк парне туса панӑ. 1965-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ ача-пӑча ӳнер шкулӗн ҫак тарана ҫитсе те уйрӑм ҫурт пулман. 60 ҫулхи юбилейне вара кунта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем хӑйсен килӗнче кӗтсе илчӗҫ. 2030-мӗшчен тепӗр 14 культура объектне ҫӗнетмелле. 2020-мӗшӗнче халӑха хумхантарнӑ ыйтусенчен чылайӑшне татса пама май килнӗ. Вӑл шутра Элӗкре 240 вырӑнлӑ ача сачӗ хута яни, нумай хваттерлӗ ҫуртран ҫӗнӗ ҫӗре 6 ҫемьене куҫарни, 100 пуҫ ӗне вырнаҫмалӑх ферма туни. Малалла та нумай ӗҫлемелле. Олег Николаев вырӑнти предпринимательсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе ытларах усӑ курма сӗнчӗ. Вӑл шутра ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене те.

Пуҫлӑхсен вара ҫак ӗҫе пур енлӗн йӗркелесе пымалла. Тӗслӗх илме аякка та каймалла мар. Кунтах робот меслечӗпе ӗҫлекен хуҫалӑх вӑй илсе пырать. Ҫавӑн пекех пӗрлехи вӑйпа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен малаллахи аталану ҫул-йӗрне палӑртмалла.

Халиччен пӑхса хунӑ 9 инвестици проекчӗ ҫумне тата хушмалла. Тӗпрен илсен ятарласа ирттернӗ ыйтӑм кӑтартӑвӗсем вырӑнти халӑха культура ӗҫ-хӗлне, канӑва епле йӗркелени тивӗҫтерет. Элӗксем паттӑрӗсемпе те мухтанаҫҫӗ. Правительство кунӗ тӗлне вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве тата ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсене халалласа курав хатӗрленӗ.

Канашлура Олег Николаев пухӑннисен сӗнӗвӗсене итлерӗ, ыйтусене хуравларӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗ. Татьяна Иванова ертӳҫӗ аллинчен Республика Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма май паракан сертификата  тивӗҫ пулчӗ.

Чӑваш Ен ертӳҫи ҫамрӑксене пысӑк тимлӗх уйӑрса, вӗсене тӑван тӑрӑхрах пурӑнма, ҫуралнӑ вырӑн аталанӑвӗшӗн ӗҫлеме майсем туса пама хушрӗ.


Алиса Александрова, Николай Скворцов