Ҫурӑма тӳрӗ тытмалла, хусканусем кӗвӗпе килӗшӳллӗ те ҫӑмӑл пулмалла, сӑн илемлӗ кулӑпа ҫуталмалла. Мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ташӑра ҫаврӑнакан ачасем хумханнине палӑртмасӑр хӑйсене ирӗклӗ те куракансем пӑхса савӑнмалӑх хитре тыткаларӗҫ. Малтан вальсӑн лӑпкӑ кӗввипе ташша тухрӗҫ хӗрача арҫын ачасем. Хыҫҫӑнах янӑраса кайнӑ полька хусканусене хӑвӑртлатма хистерӗ. Полонез та чылай хушӑ тӗплӗ хатӗрленнӗ ташӑҫсемшӗн ют мар. Кунта воспитательсен тӳпи те пысӑк. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах музыка пӳлӗмне репетицие васканӑ, ытти сатиксенчи ачасемпе пысӑк йыша пуҫтарӑнса та пӗрре мар ташланӑ.
Хӗрлӗ тӳремре шкул ҫулне ҫитменнисем кӑна мар, курма, хавхалантарма килнисем те йышлӑ пулчӗҫ. Концертпа ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, вӗрентекенӗсем киленчӗҫ.
Иртен-ҫӳрен те пӗчӗккисен ташшине чарӑнсах сӑнарӗ. Илемлӗ бал Шупашкарта 9-мӗш ҫул иртет. Ку вӑл сатикпе сывпуллашса пурнӑҫри ҫӗнӗ тапхӑра куҫаракан уяв. Ҫавна май шкул ҫулӗсенче мӗн вӗреннине кӗҫӗн юлташӗсене кадетсем кӑтартса пачӗҫ.
Уяв хӑнисем ачасене ҫуллахи вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттерме сунчӗҫ. Вӗсем валли йӗркеленӗ тӳлевсӗр батут хули - чӑн-чӑн парне пулса тӑчӗ.
Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Святослав Петров