Курав уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ каҫа чиркӳ хорӗ пуҫларӗ. Введени чиркӗвӗн клирикӗ Николай Корниенко пухӑннисене саламласа, Турӑ Сывлӑшӗ урлӑ ҫырнӑ Таса Кӗнеке савӑнӑҫ кӑмӑлӗпе тулнине палӑртрӗ. Ҫак туйӑма чӑн тӗнпе пурӑнакансем «телейпе» танлаштараҫҫӗ. Курав авторӗн - Андрей Амирханян дьяконӑн ӗҫӗсем шӑпах ҫыннӑн чунри савӑнӑҫне кӑтартаҫҫӗ.
Куравра 40 ӗҫпе паллашма пулать. Вӗсене Андрей атте кӗлӗсен вӑхӑтӗнче тунӑ пин-пин сӑн ӳкерчӗкрен суйласа илнӗ. Вӑл Чӑваш Енри православи чиркӗвӗн кулленхи пурнӑҫне ҫутатса тӑрать. Анчах та ку унӑн тӗп ӗҫӗ мар. Вӑл - дьякон, кӗл тӑвакансем ӑна ирӗн-каҫӑн яланах чиркӳ тумӗпе кураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вырсарни шкулӗсене пулӑшать, унта спектакльсем лартать. Турра ӗненекенсем Андрей аттене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Чылайӑшӗ епархин «Вконтакте» страницинче унӑн кӑмӑла ҫӗклекен, чуна хавхалантаракан фоторепортажӗсемпе тӑтӑшах паллашаҫҫӗ.
Чӑн тӗне пӑхӑнакансен пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллашма, вӗсен савӑнӑҫне чунпа туйса илме ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшчен май пулӗ. Ӳнер музейӗнчи курав шӑпах ҫав вӑхӑтчен ӗҫлет.
Надежда Александрова, Роза Деменцова, Зинаида Паршагина