Инҫе ҫула кӗскетсе Азербайджана ҫитнӗ ушкӑн умӗнче пысӑк тӗллев - хӑйне евӗр экспедици ирттересси. Пухнӑ пӗлӳ вара пархатарлӑ ӗҫре кирлӗ пулать. Авалхи несӗлсен йыхравӗ хастарсене малтанах Билясувар районне илсе ҫитерчӗ.
Тутарстанри Сиктӗрме ҫӗрӗ ҫинче "Ҫӗнӗ Сувар" кремль ҫӗклекен Иван Казанков кунта тахҫанах килсе курма ӗмӗтленнӗ. Атӑл енчи Сувар хулашӗ ҫывӑхӗнче ҫурласа ӳснӗскере авалхи несӗслен историне уҫӑмлатассипе ҫыхӑннӑ ыйту тахҫанах канӑҫ паман.
Баку хулинчен 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Билясувар районӗнче халӗ 100 пин ҫын пурӑнать. Нумайӑшӗ ҫӗр ӗҫӗпе аппаланать, хуҫалӑх тулли выльӑх тытать. Халӑх культури те яланах пысӑк хисепре. Чӑваш ҫӗрӗнчен килнӗ хӑнасене азербайджансем кашни ял-хуларах хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Эпир пӗр тымартан пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем. Сӑмах май, кунти Болгар юханшывӗ та пирӗн несӗлсен ячӗпе хисепленет.
Ҫак юханшыв кунта Иран ҫӗршывӗнчен юхса килет. Унта вара - Азербайджан чиккинчех тепӗр Билясувар хули курӑнать. Ку вӑл, каллех, пирӗн халӑх ҫак тӑрӑхран куҫса килнине ҫирӗплетекен калама ҫук пысӑк пуянлӑх.
7-мӗш ӗмӗр вӗҫӗпе 8-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче сувар-пулкар халӑхӗсем ҫакӑнтан Атӑлҫи тӑрӑхне, паянхи чӑвашсем пурӑнакан ҫӗрсене куҫса килнӗ. Карапсем ҫӳрекен юханшыв хӗрринче мӗн мӑнкӑлсем ҫитичченех аталанса пурӑннӑ. 16-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара вырӑс халӑхӗн витӗмне кура пирӗн мӑн-мӑн асатте-асаннесене "чӑваш" тесе чӗнме пуҫланӑ. Ӗмӗрсем иртнӗ май авалхи "сувар" ят та, унпа пӗрлех халӑх йӑли-йӗркин хӑш-пӗр саманчӗсем манӑҫа тухса пынӑ.
Баку ҫывӑхӗнче упранса юлнӑ пирӗн эрӑчченхи сӑваплӑ вырӑн несӗлсен тӗнӗпе ҫыхӑннӑ чи кӑсӑклӑ ыйтӑва уҫӑмлатать. Пирӗн пин-пин ҫул каяллахи асатте-асаннесем зороастризм тӗнӗпе пурӑннине ҫирӗплетет. Вӑл вара православипе ислам тӗнӗсен аталанӑвне витӗм кӳнӗ чи авалхи тӗн шутланать. Суварсем ӑна "сартӑш" тенӗ. Вӑл вӑхӑтри кӗлӗ ҫурчӗсем вара ку тӑрӑхра аванах упранса юлнӑ.
"Ҫӗнӗ Сувар" комплекс кӑҫалхипе 3-мӗш ҫул пӗтӗм чӑвашсен "Уявне" йышӑнать. Вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртмелле. Савӑнӑҫлӑ пулӑма тус-юлташлӑ Азербайджан халӑхне те чӗннӗ. Билясувар администрацийӗ вара сиктӗрмесемпе тӑванлӑ пулнине ҫирӗплетсе кӑҫалах паха документ алӑ пусас шухӑшлӑ.
Алексей Енейкин