Пиллесе ӑсатнӑ пулӑшу

Республикӑри хастарсем ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене тӗрев парас тӗллевпе гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарсах тӑраҫҫӗ. Донбаса пулӑшу кӳрекен пӗрлешӳ тӑрӑшнипе те фронта черетлӗ тиев ӑсатрӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн ӑсатакан гуманитари пулӑшӑвне хӳтӗлев каррисемпе окоп ҫуртисем, апат-ҫимӗҫ, куллен кирлӗ япаласем, автомобиль ураписем, эмелсем тата ытти те кӗнӗ.

Республикӑри Донбаса пулӑшу кӳрекен пӗрлешӳ салтаксене тата ытларах тӗрев парас тӗллевпе регионти  патшалӑх  учрежденийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлет. Хальхи истори патшалӑх архивӗ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ятне-шывне упраса хӑварас тӗллевпе акци пуҫарнӑ.

Донбаса пулӑшӳ кӳрекен пӗрлешӳпе хальхи истори архивӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки калакан документа алӑ пусрӗҫ. Ҫакӑ малашне тата тачӑ ҫыхӑнура пулма пулӑшӗ.

Ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшас енӗпе ырӑ ӗҫсем тӑвакан Петр аттене  пӗрлешӳн паллине парса чысларӗҫ. Вӑл тӑрӑшнипе тата ертсе пынипе хӳтӗлев каррисем ҫыхаҫҫӗ тата окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ. Петр атте пил панипех черетлӗ гуманитари пулӑшӑвне салтаксем патне ӑсатрӗҫ.


Оксана Верликова, Игорь Ульянов