Пӗтнӗк, тупӑлха, сар ҫип ути, чапӑр курӑкӗ тата ытти вун-вун тӗрли

Ҫуллахи вӑхӑтра ҫут ҫанталӑк улма-ҫырлапа, кӑмпапа илӗртет. Пуҫтарма, хӗле хатӗрлеме ан ӳркен кӑна. Сиплӗ чечек-курӑкпа, тӗрлӗ усӑллӑ ӳсен-тӑранпа та пуян чӑваш ҫӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ ал айӗнчине - лавккари чее - суйлать.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиелти Кузьминсем вара ҫулран-ҫул тӑван тавралӑхпа ҫывӑхланса пыраҫҫӗ, унӑн пурлӑхӗпе тӗрӗс те туллин усӑ кураҫҫӗ. Курӑк пухса, тӗрлӗ чечек тутин килӗшӗвне тупса техӗмлӗ чей пуххисем хатӗрлет ҫемье. 

Педагогпа вӑрманҫӑ ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ Анна ачаранпах ҫут ҫанталӑкпа ҫывӑх пулнӑ. Ҫитӗннӗ май сад-пахчинче тӗрлӗ курӑк ӳстерсе пӑхса тутлӑ чейпе ҫывӑх ҫыннисене хӑналанӑ. Экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫе мала хума пуҫланӑ. Ятарласа тӗрлӗ ӳсен тӑран акса-лартса ҫитӗнтерессине 2 сотӑй лаптӑкран хула ҫывӑхӗнчи дачӑра пикеннӗ. Унтан Мускавра ятарласа пӗлӳ илсе специалист пулса тӑнӑ хӗрарӑм мӑшӑрӗн тӑван ялӗнчи пахчана куҫ хывнӑ. Кунта халӗ 30 сотӑй ҫинче вун-вун тӗрлӗ курӑк ӳсет. Пӗтнӗк кӑна 40 ытла тӗрлӗ.  "Шӑмӑршӑ ҫӗрӗнчи хура тӑпра, пулӑхлӑ ҫӗр ӳсен-тӑраншӑн та, хамӑршӑн та чӑн савӑнӑҫ", - тет Анна Кузьмина. Мӑшӑр Шупашкарта пурӑннӑ май хӑйсем килеймен чухне курӑк тӗнчинче кил хуҫи хӗрарӑмӗ Нина Кузьмина йӗрке туса тӑрать. Ывӑлӗпе кинӗ пахчапа усӑ курма ирӗк ыйтсан малтанласа тӗлӗннӗ вӑл.

"Сывлӑхшӑн усӑллӑ курӑксем Алтайра ӳсеҫҫӗ тенине час-часах илтме пулать. Пирӗн чӑваш ҫӗрӗ те Алтайран кая мар", - тет Анна. Хӑшне-пӗрне вӗсем ятарласа ҫитӗнтереҫҫӗ, хир-вӑрманта ӳсекеннисене те палласа ҫитнӗ. Мӑшӑрне кура малтан упӑшки унтан хунямӑшӗ, амӑшӗ, хӗрӗ, ытти ҫывӑх ҫыннисем таврари пуянлӑхпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫут ҫанталӑк мӗнле чечек-курӑк пӗр-пӗринпе килӗштернине хӑех систерет иккен. Ҫуммӑн ӳсекеннисем чей пуххинче те пӗрлешсе тӗлӗнмелле тутӑ кӑлараҫҫӗ. Кузьминсен пахчинче мӗн-пурри пӗтӗмпех чей, варени, ытти усӑллӑ ҫимӗҫ валли. Чечек-курӑк ӑсти каланӑ тӑрӑх, чей илекенсем техӗмлӗ тутине кӑна мар, илемне те хаклаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хутаҫсенче тӗрли пур. Кӗл чечекӗ те, ҫӗр ҫырли те, ырӑ шӑршӑллӑ ҫулҫӑсем те. Пӳртре те, алкумӗнче те тӗрлӗ меслетпе курӑк типет. Вӑхӑчӗ ҫитсен вӗсене пӗр хутаҫра пӗрлештерекенсен тӗллевӗ - унӑн уссине май пур таран ытларах сыхласа хӑварасси. Тупӑлха, сар ҫип ути, чапӑр курӑкӗ, ытти вун-вун тӗрли... пӗринчен тепри паха. Анчах сиплес шухӑшпа мар, сывлӑха ҫирӗплетме, ватти-вӗттишӗн куллен ӗҫме тутлӑ та усӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑннипех те Кузьминсем ӗҫрен пушанса пӗр сӗтел хушшине ларсан хӑйсем пуҫтарнӑ курӑк чейӗпе сӑйланма кӑмӑллаҫҫӗ. Ытти ҫимӗҫӗ те килти. Хыр йӗкелӗнчен пӗҫернӗ варени таранах хӑйсен. Савӑтра чечек ҫыххи вырӑнне те техӗмлӗ курӑк.  Кашни ҫулҫине, чечекне, ҫимӗҫне юратса тирпейленипе, ферментаци, ытти тапхӑр витӗр тӗрӗс кӑларнипе чейӗ те тутлӑ, сиплӗ пулать. Ӑна Раҫҫейри хуласенче кӑна мар, чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче те пысӑк хак панӑ.

Сиплӗ курӑк лаптӑкне ӳстерсе пырасшӑн Кузьминсем. Хальлӗхе фермерсенчен туянакан хӑш-пӗр ҫимӗҫе те хӑйсемех туса илесшӗн. Анчах сотӑйсем нумайлансан та мастерской шайӗнчех ӗҫлесе, малтанхиллех кашни ҫулҫине чунпа тирпейлесшӗн вӗсем. Пирӗн республика «симӗс ылтӑн» ҫӗрӗ пулнине кура хӑйсен чейӗсене хӑмла тути те хушасшӑн. Ку енӗпе ҫемьен пирвайхи опычӗ пур та ӗнтӗ.

 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров