Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акци республикӑри вуншар ачана асамлӑха ӗненме пулӑшнӑ

Ҫак кунсенче тепӗр икӗ вӗренекенӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ. Хӗл Мучи вырӑнӗнче Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов пулчӗ.

Асамлӑ чӑрӑш ҫинчен Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов икӗ открытка илчӗ. Пӗри Шупашкарти 9-мӗш шкулта вӗренекен Коля Никитинран. 9 ҫулти арҫын ача ҫар пурнӑҫӗпе ҫав тери кӑсӑкланать, ӑна ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ тум та илсе панӑ. Ҫитӗнсен Коля ҫӗршыва хӳтӗлекен пулма ӗмӗтленет, генерал пулатӑп, тет. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче вара арҫын ача Хӗл Мучирен автомат ыйтса ҫырнӑ. Унӑн ӗмӗтне Николай Федорович пурнӑҫларӗ. Сӑмах май, Коля ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тесе пӗлтӗр 5 пин тенкӗ аслашшӗ урлӑ Запорожье облаҫне парса янӑ.

Семен Терентьев Красноармейски тӑрӑхӗнчи Вутлан ялӗнчен. Красноармейскинчи 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренет. Унӑн ҫемйи пысӑк. Амӑшӗ Ирина Ивановна 3 ача ҫитӗнтерет. Ҫемье пособисемпе кӑна пурӑнать. Ҫавӑнпа та Семенӑн ӗмӗтне пурнӑҫлани Терентьевсемшӗн пысӑк пулӑшу. Арҫын ача микроскоп кирли пирки ҫырнӑ. Николай Угаслов унӑн ӗмӗтне те хаваспах пурнӑҫларӗ.


Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова