Пӗтӗм пурнӑҫне республикӑпа тӑван халӑх аталанӑвне халалланӑ

Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн, РСФСРӑн наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ пулнӑ Леонид Прокопьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа Красноармейски тӑрӑхӗнче уяв иртрӗ.

Тракенсем хисеплӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа, ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Упири кану центрӗнче Леонид Прокопьев кун-ҫулӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ. Пулас ертӳҫӗ 1934-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Янмурҫин ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Упи шкулӗнче пӗлӳ илнӗ, 1948-мӗш ҫулта Шупашкарти электромеханика техникумне вӗренме кӗнӗ. Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ электроаппаратура заводӗнче пулнӑ. Салтака кайма ят тухсан Ҫурҫӗр флотне лекнӗ. Службӑран таврӑнсан малтанхи ӗҫ вырӑнӗнчех тӑрӑшнӑ. Унтан чылай ҫул партин Шупашкар хула комитечӗн инструкторӗнче, промышленнӑҫпа транспорт пайӗн заведующийӗн ҫумӗнче тата тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Пухӑннисем Леонид Прокопьев ҫав тери сӑпайлӑ пулнине, кашни ҫынпа пӗр чӗлхе тупма пултарнине палӑртрӗҫ.

Леонид Прокопьев тӑван тӑрӑх пурнӑҫӗпе кӑсӑклансах тӑнӑ, нумай пулӑшнӑ. 70-мӗш ҫулсенче ӑна яваплӑ ӗҫ шанса панӑ. 1975-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен ЧАССРӑн Министрсен Канашӗн председателӗ пулнӑ. 14 ҫул вӑл Правительство тилхепине тытса пынӑ. Ҫак вӑхӑтра нумай хваттерлӗ ҫуртсем, шкулсем, ача-сачӗсем, культура учрежденийӗсем, больницӑсем хута кайнӑ. Леонид Прокопьевич ял хуҫалӑх ыйтӑвне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Час-часах вӑл колхозсене тухса ҫӳренӗ, нумай ертӳҫӗне хӑй пӗлнӗ. 
Леонид Прокопьев культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансен ӗҫне те мала хунӑ. Шӑпах вӑл ертӳҫӗ пулнӑ тапхӑрта Ӳнер музейӗ, Наци библиотеки, Оперӑпа балет театрӗ, Мухтав монуменчӗ тата ытти пысӑк объектсем хута кайнӑ.

Каярахпа Леонид Прокопьев Мускава ӗҫлеме куҫнӑ. Вӑл РСФСРӑн наци ыйтӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ пулнӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те шанса панӑ тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Леонид Прокопьева Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Халӑхсен Туслӑхӗ, "Хисеп Палли" орденсемпе, чылай медальпе наградӑланӑ, 2004-мӗш ҫулта "Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята тивӗҫнӗ. Унӑн кун-ҫулӗ паянхи ҫамрӑксемшӗн, тӗрлӗ шайри ертӳҫӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх. Ҫакна ҫавра сӗтел тавра иртнӗ калаҫу вӑхӑтӗнче те ҫирӗплетрӗҫ. Леонид Прокопьевӑн ячӗ республика историйӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырӑнса юлнӑ.


Диана Иванова, Игорь Ульянов