"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" ҫырчӗҫ

Шупашкарта акци харӑсах темиҫе лаптӑкра иртрӗ. Вӗсенчен пӗринче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ.

Кӑҫалхи "Пӗтӗм чӑваш диктантне" ҫӗршыври Ҫемье тата республикӑри Экологи культурин ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем Чăваш патшалăх тата педагогика университечĕсенче, Никольский ячӗллӗ колледжпа Наци библиотекинче пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех пӗлӗве радио итлесе тата интернетра ӗҫе пурнӑҫласа тӗрӗслеме пулчӗ.

Диктант текстне Ҫемен Элкер  произведенийӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Кӑҫал сумлӑ ҫыравҫӑ, Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитет. Акцие шкул ачисем, студентсем, педагогсем тата чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансем хутшӑнчӗҫ. Кашниех текста хавхалануллӑ кӑмӑлпа ҫырчӗ.

Акцин тӗп тӗллевӗ - чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗпе сумне, унпа таса та илемлӗ калаҫма, тӗрӗс ҫырма пӗлекенсен йышне ӳстересси. Ҫулран ҫул унта хутшӑнакансен шучӗ ӳссе пыни, ытларах ҫамрӑксем пулни савӑнтарать, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.

 

Оксана Верликова, Димитрий Макаров