Пӗтӗм ҫӗршыва пырса тивекен калӑпӑшлӑ тӗллевсем

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци Пухӑвне яракан Ҫырӑвӗпе паллаштарчӗ. Кӑҫалхипе вӑл уншӑн 19-мӗш тата вӑхӑчӗпе чи вӑрӑмми пулчӗ - 2 сехет ытла пычӗ. Документри пуҫарусене пирӗн республикӑра та сӳтсе яваҫҫӗ.

Федераци Пухӑвне янӑ Ҫыру - ҫӗршывӑн ҫитес ҫулсенчи аталану ҫул-йӗрне палӑртакан документ. Чи малтан Владимир Путин ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу кӳрес ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрчӗ. Ку ӗҫ патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. Владимир Путин экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫри лару-тӑрӑва та тӗплӗн тишкерчӗ. Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫ майӗсене лайӑхлатас тӗлӗшпе пуҫарнӑ наци проекчӗсем те малалла ӗҫлӗҫ. Ҫӗнӗ наци проекчӗсем те пулӗҫ. Ачаллӑ ҫемьесене пур енлӗн пулӑшса пырас тӗллевпе "Ҫемье" проект пуҫарасси пирки каларӗ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ. Ҫавна май ҫемье ипотекипе амӑш капиталӗн программине 2030-мӗш ҫулччен тӑсӗҫ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне аталантарма, ҫӗнӗ спорт объекчӗсене ҫӗклеме федераци бюджетӗнчен сахал мар укҫа уйӑрӗҫ. Вӗренӳ тытӑмне те яланхи пекех пысӑк тимлӗх. Ҫитес вӑхӑтра кашни пӗлӳ ҫуртӗнчех медицина пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Класс ертӳҫисене тата советник тивӗҫне пурнӑҫлакансене хавхалантарма хушма укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Ҫӗршывра земство тухтӑрӗпе земство учителӗ программӑсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Малашне ку программӑна культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансем те кӗрӗҫ. Республикӑра Ҫӗршыв Президенчӗн Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырӑвне итлеме тӗрлӗ лаптӑксем йӗркелерӗҫ. Вӑл шутра Обществӑлла пулӑшу штабӗнче.

Кӑҫал пӗрремӗш хут ҫӗршыв Президенчӗн Ҫырӑвне теле тата радио каналӗсемпе ҫеҫ мар, кинотеатрсенче те трансляциленӗ. Ҫак майпа ҫӗр улми фестивальне хутшӑнакансем усӑ курчӗҫ. Унта муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем, депутатсемпе обществӑлл хастарсем пухӑнчӗҫ.

 

Чӑваш Ен кӑларӑм валли Оксана Верликова, Дарья Ананьева, Андрей Шоклев, Виктор Степанов