Хальхи вӑхӑтра республикӑра 142 массӑллӑ информаци хатӗрӗ шута илнӗ. Вӑл йышра 81 пичет кӑларӑмӗ, 8 телеканал, 16 радиостанци, 35 интернет-кӑларӑм. Калем ӑстисен пӗр вырӑнта ларма-тӑма вӑхӑт ҫук, професси пӗрмай шыравра, ҫав хушӑрах пуринчен малта пулма хистет. Уявра пичет ӗҫӗн ветаранӗсемпе халӗ ӗҫлекен журналистсем пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ. Хальхинче хӑнасене Атӑл хӗрринчи ресторан хапӑл пулчӗ. Пичет кӑларӑмӗсемшӗн уйрӑмах йывӑр саманара хаҫат-журнал тиражне тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрасси, телекуравпа радиохыпарлавра ҫӗнӗ проектсем пуҫарасси. Сӳтсе явмалли сахал мар.
Журналистсене, операторсене, ытти специалистсене тачӑ ҫыхӑнура ӗҫленӗшӗн тӗрлӗ ведомствӑран килнӗ хӑнасем Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Михаил Степанов министр пухӑннисене саламласа малашнехи ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ, парнесем пачӗ. Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнисем хушшинче пирӗн телерадиокомпани корреспонденчӗсем, сасӑ, монтаж режиссерӗсем те пулчӗҫ. Вероника Павлована, сӑмахран, телекуравҫӑсем ял малашлӑхӗшӗн ҫунакан, ыттисенчен хӑйнеевӗрлӗ пурнӑҫ курӑмӗпе уйрӑлса тӑракан ҫынсене ӳкерсе репортажсем хатӗрленипе аван пӗлеҫҫӗ.
Элӗк районӗн "Пурнӑҫ ҫулӗпе" хаҫат редакторӗ ача чухнех вырӑнти пичет кӑларӑмӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулнӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене час-часах хаҫата ярса панӑ. Халӗ Марина Леонтьева 10-мӗш ҫул тӑван тӑрӑхӗнчи хыпарсене вулакан патне ҫитерессипе тӑрӑшать. Ӑна "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят парса чысларӗҫ. "Хаҫат ҫырӑнакансене хальхи вӑхӑтра ытларах халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ проектсене епле пурнӑҫлани, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене мӗнле пулӑшни кӑсӑклантарать", - пӗлтерчӗ Марина Михайловна.
Чӑваш Республикин журналистсен Союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров яланхилле калем ӑстисен проекчӗсене епле хак панине пӗлтерчӗ, лауреатен ячӗсене пӗлтерчӗ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие кӑҫал Наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Татьяна Молокова тата пирӗн ӗҫтеш Светлана Позднякова продюсер тивӗҫрӗҫ. Тӳресем Светлана Александровнан Шупашкар 555 ҫулне халалланӑ "Было-стало" проекта пысӑка хурса хакланӑ. Николай Никольский ячӗллӗ преми лауреачӗ - Виктор Чугаров.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров