Пӗр кӗнеке кӑлармаллӑх истори

Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ 30 ҫул тултарнине халалласа Комсомольски округӗнче кӗнеке презентацийӗ иртрӗ. "Тутар Шурут: историпе документлӑ очерк" ятпа кун-ҫути курнӑскере пахалама ку тӑрӑхра пурӑнакансем, ҫуралса ӳссе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнисем, сумлӑ хӑнасем пуҫтарӑнчӗҫ.

Пухӑннисене ҫӗршыври мӑсӑльмансен тӗн пухӑвӗн пуҫлӑхӗ Альбир хазрат Крганов ячӗпе Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн председателӗ Мансур хазрат Хайбуллов саламларӗ. Пурне те тӑван тӑрӑха юратни, унпа мӑнаҫланни пӗрлештернине палӑртрӗ. Кӗнекене 2 ҫул ытла хатӗрленӗ. Ӑна калӑплассипе Хусанти этнографсемпе историксем тӑрӑшнӑ. Темиҫе хут ял ҫыннисемпе тӗл пулса  калаҫнӑ. Калӑпӑшлӑ издание архив докуменчӗсене, сӑн ӳкерчӗксене, тутаршурутсен аса илӗвӗсене кӗртнӗ. Кӗнеке кӑларс шухӑш вара ҫак ялтан тухнӑ Шафигулла Наскаевӑн ҫуралнӑ. Вӑлах сӗнӳпе Хусанти этнографсем патне ҫитнӗ. Тинех хӑйӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнипе кӑмӑллӑ.


Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова