Пӗр ӗмӗр тӑван халӑх йӑлине упраса

"Паха тӗрӗ" фабрика 100 ҫулне паллӑ турӗ. Ку вӑл чӑваш тӗррипе ӗҫлекен ҫӗршыври пӗртен-пӗр предприяти. Хӑйӗн Ҫуралнӑ кунне пӗрлешӳ тӗрлӗ ҫулта ӗҫленисене йыхравланӑ. Уявпа саламлакансен йышӗнче Индонези делегацийӗ те пулчӗ.

Ку кӗпе 94 ҫулта. Фабрика музейӗнче производствӑпа пӗр ҫулалли ҫи-пуҫа пуҫтарма май килнӗ. Хӑнасене хальхи коллекципе те паллаштарчӗҫ.

Ӗмӗр ӗмӗрлесе предприяти тӗрлӗ тапхӑр витӗр тухнӑ. Совет саманинче чӑваш тӗрриллӗ тумпа ҫӗршывӗпех ҫӳренӗ. 90-мӗшсенче вара фабрика йывӑрлӑха лекнӗ. 2007-мӗш ҫулта ҫӗнӗ пуҫлӑхсем ӗҫе кӳлӗнсен тин ӑна ура ҫине тӑратма май килнӗ. Паян "Паха тӗрӗ" Наталия Посынкина ертсе пынипе чӑваш тӗррине упраса, малалла аталантарса пырать, этнокуравсене, конкурссемпе фестивальсене хутшӑнать. Производство ушкӑнӗ Чӑваш Ен тата Раҫҫей тӗрленӗ карттине пухса хатӗрленӗ. Ӑстасем хушшинче Анастасия Андреева та.

Фабрикӑна вӑл шкул хыҫҫӑнах вырнаҫнӑ та 46-мӗш ҫул ӗҫлет. Ҫул-йӗрне пир тӗртекен цехран пуҫланӑ, унтан художник ӗҫне кӳлӗннӗ. Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ карттине пуҫтарнине уйрӑмах хумханса аса илет вӑл. 
Индонезин Раҫҫейри Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ посолӗ те чӑваш ҫи-пуҫне килӗштернӗ. Тӗрӗ-эрешлӗ капӑр тума ҫамрӑксем юратса тӑхӑнни уйрӑмах савӑнтарнине палӑртрӗ вӑл.


Алиса Александрова, Надежда Давыдова, Михаил Солин