Пӗлтӗр Чӑваш Енре типӗ курӑк чӗртсе янипе пулнӑ пушарсен шучӗ нумайланнӑ

Правительство ҫуртӗнче Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин тата ҫак ыйтусемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн 2023-мӗш ҫулти кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ. Анлӑ канашлӑва Республика Пуҫлӑхӗ хутшӑнчӗ.

Лару пуҫланиччен пухӑннисем куравпа паллашма пултарчӗҫ. Кунта ҫӑлавҫӑсем ӗлӗк усӑ курнӑ тата хальхи хатӗрсене курма пулчӗ. Тӗслӗхрен, водолаз тумӗ. Кун пек шлемсемпе халӗ ӗнтӗ шыва кӗмеҫҫӗ - вӗсем музей экспоначӗ  шутланаҫҫӗ. Пуҫа тӑхӑнмалли пайӗ кӑна 85 кило таять. Паянхи кун усӑ кураканни 30 кило сахалрах. Пӗлтӗр Чӑваш Енре 6 чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнӑ. Вӗсенче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 12-шӗ сусӑрланнӑ.

Республикӑра курӑк тивсе илнӗ тӗслӗх нумайланнӑ - пурӗ ун пек 155 пушар шута илнӗ. 11-шӗнче - ҫулӑм хуралтӑсем ҫине сиксе ӳкнӗ. Ку енӗпе уйрӑмах тӗп хула, Канаш, Улатӑр хулисем, Шупашкар тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсем палӑрнӑ. Чӑваш Енре ҫӗнӗрен 26 дежурствопа диспетчер служби йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех пушара хирӗҫ кӗрешекен доброволецсен шучӗ ӳснӗ. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекеннисен йышӗнче - Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутар ялӗнчи дружина. Унта 16 ҫын. Вӗсем пушарсем сӳнтернипе пӗрлех тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ, профилактика ӗҫне йӗркелесе пыраҫҫӗ. Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ ятарлӑ службӑсем.

Канашлура ӗҫре палӑрнисене Республика Пуҫлӑхӗн Хисеп Хучӗсемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Зеленин ведомствӑн парнисемпе хавхалантарчӗ. Вӑл шутра ҫӑлавҫӑсен ӗҫне ҫутатассипе тӑрӑшакан журналистсене те палӑртрӗҫ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ӗҫтеш - Наталия Егорова корреспондент та пулчӗ.

 


Надежда Александрова, Виктор Степанов