Педагогсен пӗрлӗхӗ тӗпрен юсама палӑртнӑ шкулсенчи улшӑнусене сӳтсе яврӗ

Ҫитес виҫӗ ҫулта республикӑра 49 шкул тӗпрен юсамалла. Вӗсенчен 6-шне - кӑҫал. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров ҫак пӗлӳ ҫурчӗсен ертӳҫисемпе, шкул ачисемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулчӗ, пулас улшӑнусемпе  паллаштарчӗ.

Кӑҫал Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышевӑри, Патӑрьелти 2-мӗш, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗпе 13-мӗш, Канашри 1-мӗшпе 3-мӗш шкулсене тӗпрен юсама тытӑнмалла. Вӗсем тул енчен пуҫласа шалти пур коммуникаци, чӳрече, урай-алӑк таранах ҫӗнелмелле. Кивӗ шкулсенчен никӗсӗсемпе стенисем ҫеҫ юлаҫҫӗ тесен те тӗрӗс. Ыттине йӑлтах тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Пӗлӳ ҫурчӗсем мӗнле пулассинче вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗн тата ачасен шухӑшне те шута илеҫҫӗ.

Ачасенчен ытларахӑшӗ хӑйсен тӑван шкулӗсене тӗрлӗ тӗслӗ кураҫҫӗ, коридорсенче лармалли вырӑн нумай, столовӑйсенче хальхи йышши сӗтел-пукан вырнаҫтарсан, стенасене вара ҫыравҫӑсен сӑмахӗсемпе тата чӑваш эрешӗсемпе илемлетсен кӑмӑллӑ пулассине палӑртаҫҫӗ. Хӑйсен курӑмне вӗсем ӳкерчӗксенче те сӑнланӑ. Ҫакӑн валли конкурссем те йӗркеленӗ.

Пӗлӳ ҫурчӗсене юсанисӗр пуҫне унти сӗтел-пуканпа техникӑна ҫӗнетеҫҫӗ, учительсем те хӑйсен пӗлӳ шайне ӳстерӗҫ, библиотека фондне те пуянлатаҫҫӗ. Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкула 53 ҫул каялла хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗпрен пӗрре те юсаман. Ку ӗҫе тӑвасса тахҫантанпах кӗтнӗ. Пурӗ ҫакӑн валли 67 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

2020-мӗш ҫултан пуҫласа республикӑри 105 пӗлӳ ҫуртне тӗпрен юсанӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри кашни 4-мӗш шкула ҫӗнетнӗ. Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе ку программӑна 2030-мӗш ҫулччен тӑснӑ. Халӗ унта шкулсемсӗр пуҫне ача сачӗсем тата техникумсемпе колледжсем те кӗреҫҫӗ.


Оксана Верликова, Михаил Солин