Пӗчӗк ялӑн пысӑк ӗҫӗсем

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Тури Типҫырмара 19 кил кӑна. Пӗтӗмпе 21 ҫын пурӑнать. Апла пулин те ял-йыш республикӑн тӗрлӗ программине хастар хутшӑнса пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртет.

Тури Типҫырма ялӗнче иртенпех юрӑ-кӗвӗ шӑранать, ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ. Ял-йыш калӑпӑшлӑ ӗҫсем тунӑ хыҫҫӑн уяв йӗркелес тенӗ. Унта тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене чысларӗҫ. Кӳршӗ ялсем вара типҫырмасене ӗҫ хатӗрӗсем парнелерӗҫ.

Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑна туритипҫырмасем пӗрремӗш хут 4 ҫул каялла хутшӑннӑ. Ун чухне ял ҫумӗнче пӗве чавса ҫыранлӑха хӑтлӑлатма йышӑннӑ. Ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулни ялта пурӑнакансене тата ытларах хавхалантарса янӑ. Тепӗр ҫулне урамсене хытӑ сийлӗ ҫул сарма шутланӑ. Иртнӗ ҫул вара яла шыв кӗртнӗ. Ку вӑл  пысӑк ҫитӗнӳ, теҫҫӗ туритипҫырмасем.

Яла шыв кӗртме 2 миллион та 800 пин тенкӗ тухса кайнӑ. Укҫан 10 процентне, кашни килтен 17 пиншер тенкӗ, ҫынсем пухса панӑ.  Ыттине - муниципалитет тата республика хыснисенчен уйӑрнӑ. Скважинӑна башньӑсӑр майпа тунӑ. Халӗ ырлӑх кашни киле ҫитнӗ.

Шыв кӗртесси Трак тӑрӑхӗнчи ытти ялта та ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Кӑҫал мунципалитетра 25 пин метр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ улӑштарнӑ. Ҫакӑнта республика муниципалитетсене халӑх пуҫарӑвӗн программипе уйӑракан укҫа виҫине ӳстерни ырӑ витӗм кӳнӗ. Сӑмахран, красноармейскисем иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан кӑҫал 5 хут ытларах пулӑшу илнӗ.

Кӑҫал туритипҫырмасем тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ - ял картине тата хапхасене ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче ял пуҫӗнче ҫӗнӗ стела вырнаҫтарма палӑртнӑ. Тӗллевсене  пурнӑҫлама 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Подрядчик  паянхи куна мӗн пур ӗҫӗн 80 процентне тунӑ. Ҫитес ҫула та ку тӑрӑхра пурӑнакансем пысӑк тӗллевсем  лартнӑ. Туритипҫырмасем, уйрӑммӑн илсен, ҫул ҫине асфальт тӗпренчӗкӗ сарма шут тытнӑ. Ҫавӑн пекех 700 пин тенкӗлӗх халӑхпа пухӑнмалли ҫурт хӑпартасшӑн. Малашне уявсене кирек епле ҫанталӑкра та ирттерме май пулӗ.


Леонид Петров, Юлия Петрова