Паян вырӑс халӑхӗн аслӑ поэчӗ Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул

Ҫавна халалласа республикӑри театрсенче, культура учрежденисенче, библиотекӑсемпе музейсенче тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри телерадиокомпани вара СМОТРИМ медиаплатформӑра онлайн-марафон ирттерет.

Унпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ регионти наци чӗлхипе хыпарлакан ӗҫтешӗсене "Руслан и Людмила" поэмӑн сыпӑкне тӑван чӗлхепе вулама сӗннӗ.

Илемлӗ вулакансене регионта Пушкина халалласа лартнӑ палӑк умӗнче е ытти лапамра ӳкерӗнме ыйтнӑ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ те йыхрава хаваспах йышӑннӑ. Пирӗн ӗҫтеш Марина Карягина "Русланпа Людмила" сыпӑкне илемлӗ те янӑравлӑ чӑваш чӗлхипе вуланӑ. Ҫакна валли Шупашкарти 2-мӗш гимназири Пушкин пӳлӗмне суйланӑ. Пирӗн халӑх управҫи - Анне монуменчӗ умӗнче те Пушкин поэмин ҫаврисене пӑхмасӑр каланӑ чӑваш поэчӗ. Сӑмах май, Марина Карягина паллӑ хайлаври сыпӑка хӑйех куҫарнӑ.

 


Алиса Александрова, Михаил Солин