Шупашкарта пурӑнакан Ольга Кошелева сырӗсем тӗрлӗ куравпа фестивальсенче пысӑк хака тивӗҫеҫҫӗ. Пӗлтӗр те ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшусенчен вӑл ылтӑнпа кӗмӗл медальсем илсе таврӑннӑ. "Профессире чи лайӑххи" Раҫҫей конкурсӗнче вара иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӗҫлеме пуҫланӑ чухнех Ольга Кошелева 15 тӗрлӗ сыр хатӗрленӗ пулсан, халӗ - 20 ытла. Качака, ӗне, сурӑх сӗтне усӑ курать. "Фермер" шкулӗнче" ӑсталӑх пухнӑскер производствӑна анлӑлатма "Перспектива" грант илнӗ. Сӑмах май, ҫак пулӑшӑва сыр пӗҫерессине аталантарма республикӑра 14 ҫын тивӗҫнӗ.
Ҫав шутра Тӑвай округӗнчи Чутейри Татьяна Юркина та. Республика хыснинчен ӑна 2021-мӗш ҫулта 8 миллион тенкӗ панӑ. Укҫапа сӗте тирпейлемелли, сыр пӗҫермелли хатӗрсене туяннӑ. Цехра халӗ ялан ӗҫ вӗрет. Пӗр савӑтра вӗрилентереҫҫӗ, тепринче сивӗтеҫҫӗ, тутлӑлантараҫҫӗ. Талӑкне 800 тонна яхӑн сӗт тирпейлеҫҫӗ кунта. Ҫавӑн пекех халуми, горгонзолла, качоковалло, белпер кноле хатӗрлеҫҫӗ чутейсем.
Пурӗ вара республикӑри фермерсем 90 ытла тӗрлӗ сыр пӗҫереҫҫӗ. Наука ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫак ҫимӗҫре триптофан текен аминокислота пур, вӑл "телей гормонне" йӗркеленме пулӑшать. Ҫавӑн пекех унта фосфор, кальций нумай. Усӑллӑ та тутлӑ сыр пӗҫерме пысӑк пахалӑхлӑ сӗт кирлӗ.
Шупашкар тӑрӑхӗнчи Алексей Андреев фермер ҫакна тӗпе хурса ӗҫлет. Кунне пин литр чӗр тавар тирпейлесе 40 кило сыр тата ытти продукци кӑларать. Чи ыйтаканни пӗлтӗр типӗтнӗ улма-ҫырлапа хатӗрленӗ сыр рулечӗ пулнӑ. Чӑкӑт та пӗҫереҫҫӗ фермер хуҫалӑхӗнче. Чӑваш сырӗсене хамӑр тӑрӑхра кӑна мар, республика тулашӗнче те килӗштернӗ.
Екатерина Фомина, Святослав Петров