Татьяна Шаркова ӳнерҫӗ пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнчех уҫҫӑн палӑрчӗ. Пирӗн телевидени ун ҫинчен "Тӗнче тӑршшӗ сурпан сарнӑ пулӑттӑм" ятлӑ фильм та ӳкернӗччӗ. "Хайлавӑмсем мана ҫуратрӗҫ, эпӗ вӗсене мар", тет Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Йӗппе ҫип тытса тӗрӗ тӗрлеме ларать-и вӑл, тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан чӑвашсен тум уйрӑмлӑхӗсене кӑтартса пуканесем ӑсталать-и е киҫчӗк илсе сӑрӑсене хутӑштарать - унӑн пирӗ ҫинче яланах хӑйне евӗр ӳкерчӗк сӑнарланать, мӗншӗн тесен ӑста халӑхра упранса пурӑнакан ал-ӗҫ пурлӑхне ҫав халлӗн ӳкернипе ҫырлахмасть, художник пулнӑ май хӑйӗнчен хушса пуянлатать.
"Виҫӗ хӗвел", Атӑл куҫӗ", "Йывӑрлӑха ҫӗнтерни", "Пайтул ҫӗрӗ ҫинче" - ӗҫсен тарӑн пӗлтерӗшӗ ячӗсенченех курӑнать. Вӗсем пурте халӑх астӑвӑмӗнчен, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӗнӗ ӗмӗре ҫитнӗ юмах-халаппа мифологирен. Ҫын хӑйӗн халӑхне ҫӗклесе ҫӗкленет, Татьяна Шаркова та ҫавӑнпа "халӑх хӗрӗ" ята илтме тивӗҫлӗ.
Хӑй ҫинчен каламасть-ши ҫакна Елчӗк ҫӗрӗ ҫитӗнтернӗ художник? Ылтӑн алӑллӑ ӳнерҫӗ пирӗн куҫ умне шӑпах ҫапла тухса тӑрать: пирӗшти пек кил управҫи те, лайӑх мӑшӑрпа анне те, ырми-канми ӳнерҫӗ те. Татьяна Васильевна халӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче пӗчӗккисене ӑсталӑха вӗрентет. Ӑна эпир куракансемпе пӗрле малашне те йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-халпа хавхалану сунатпӑр.
Марина Карягина, Вадим Владимиров