Паян ҫӗршывра Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ пуҫланчӗ

Вӑл виҫӗ куна тӑсӑлать. Шӑп пӗр сехет каялла, 8-та Чӑваш Енре сасӑлав лаптӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. Вӗсенчен пӗринче -  Шупашкар тӑрӑхӗнчи Тренкассинче ҫак самантра манӑн ӗҫтеш Алексей Енейкин ӗҫлет. Халӗ пирӗн унпа тӳрӗ эфира тухма май пур.

Чӑнах та, сехет каялла Чӑваш Енре пӗр пин те 42 суйлав лаптӑкӗ уҫӑлчӗ.  Вӗсенчен виҫҫӗшне ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Раҫҫей Геройӗсен ячӗсене панӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнче Николай Петров, Улатӑр енче Александр Старчков, кунта - Шупашкар ҫывӑхӗнчи Тренкассинче вара суйлав лаптӑкӗ Дмитрий Семенов ячӗпе хисепленсе тӑрать. Сасӑлакансем лаптӑк уҫӑличченех килме пуҫларӗҫ.

Халӑха меллӗ пултӑр тесе суйлав лаптӑкӗсене тӗрлӗ вырӑнта уҫнӑ. Ытларахӑшӗ шкулсемпе культура ҫурчӗсенче пулсан, 7 участок тӗрлӗ сиплев ҫуртӗнче, тепӗр 2-шӗ - следстви изоляторӗнче. Кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх вара хӑшӗ-пӗрне килтен тухмасӑрах суйлава хутшӑнма май парать. Ҫапла, суйлавҫӑсем 3 майпа сасӑлама пултараҫҫӗ. Бюллетеньре - 4 кандидат.

Суйлав лаптӑкӗсем ҫак кунсенче ирхи 8-тан пуҫласа каҫхи 8 сехетчен уҫӑ пулаҫҫӗ. Вырсарникун каҫпа вӗсенче халӑха йышӑнма чарӑнса бюллетеньсене шутлама пуҫлӗҫ. Лару-тӑрӑва эпир те асӑрхасах тӑрӑпӑр.

 
Алексей Енейкин, Святослав Петров