Паян - культура ӗҫченӗсен професси кунӗ

Канмалли кунсенче культура учрежденийĕсенче, театрсенче спектакль-концертсем пулман. Çавăн пекех суту-илÿ центрĕсенчи массăллă ĕç-пуçа пăрахăçланă. Вĕсене урăх куна куçарнă. Унччен туяннă билетсем пĕтмеççĕ: çавсемпех кĕме, улăштарма е тавăрма пулать.

Çав вăхăтрах паян – культура ĕçченĕсен кунĕ. Вӑл чылай пултарулӑх ҫыннине пырса тивет: художниксене, ҫыравҫӑсене, театрсенче, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, музейсенче, культура ҫурчӗсемпе клубсенче, библиотекӑсенче ӗҫлекенсене тата ыттисене те. Республикӑра ҫак куна халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче эрнекун иртрӗ. 

Пӗлтӗр республикӑра "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсене автоклубсемпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал ку савӑнӑҫ тепӗр 5 муниципалитета ҫитрӗ. Уявра Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Етӗрне тата Тӑвай тӑрӑхӗсене кустӑрма ҫинчи клубсен уҫҫисене парса саламларӗҫ. Вӗсенче концерт кӑтартма мӗн кирли йӑлтах пур: ҫутӑпа сасӑ хатӗрӗсем, салатса пуҫтарӑнакан сцена. Генераторпа та тивӗҫтернӗ. Малашне автоклубсем инҫетре пурӑнакан ял ҫыннисене савӑнтарӗҫ.

Уявра ӗҫре палӑрнисене, пысӑк ҫитӗнӳ тунисене чысларӗҫ. "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята 8 ҫын тивӗҫрӗ. Халӑх инструменчӗсен "Эревет" ача-пӑча ансамбльне "Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ" ят парса саламларӗҫ. Ушкӑна 40 ытла ача ҫӳрет. Вӗсем тӗрлӗ музыка инструменчӗпе калаҫҫӗ. Ансамбль тӗнчери тата Раҫҫейри нумай  фестивальпе конкурссен  ҫӗнтерӳҫи. 
Ялти культура учрежденийӗсенче тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене уйрӑммӑн палӑртрӗҫ. Вӗсен йышӗнче Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ҫӗньял Хапӑс ял вулавӑшӗн библиотекарӗ Светлана Антонова.


Оксана Верликова, Виктор Степанов