Паттӑрсен ячӗсене манманнине, вӗсене хисепленине ҫирӗплетрӗҫ

Красноармейскинче Афганистанри вӑрҫӑра паттӑрла пуҫ хунӑ  ентешӗсене асӑнса регионсем хушшинчи волейбол турнирӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑмӑртӑва 40-мӗш хут йӗркеленӗ.

Волейбол ӑмӑртӑвне 40 ҫултан аслӑрах спортсменсенчен тӑракан ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ. Тупӑшура 6 команда вӑй виҫрӗ. Вӑл шутра Хусан тата Шупашкар хулисенчи, Трак Енпе Муркаш тӑрӑхӗсенчи ушкӑнсем. Ӑмӑртӑва ҫулсерен Афганистанри вӑрҫӑра пуҫ хунӑ паттӑрсене - Красноармейски районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗкӗтри Валерий Кацовпа Енӗшкассинчи Виталий Степанова халаллаҫҫӗ. Ҫамрӑксем 1982-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫар ретне тӑнӑ, хӑйсен тивӗҫне вӗсен  Афганистанра пурнӑҫлама тивнӗ. Иккӗшӗ те паттӑрла пуҫ хунӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн вӗсене Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе чысланӑ. Салтаксен ятне асӑнса ҫулсерен ҫакнашкал ӑмӑрту йӗркелеҫҫӗ.

Хӗрӳ тупӑшура пӗрремӗш вырӑна "Динамо-Хусан" ушкӑн тухрӗ. Финалта вӗсем вырӑнти "Итмар" командӑпа тупӑшрӗҫ. Красноармейскисем кӗмӗл медале тивӗҫрӗҫ. Шупашкарти "Спартак" волейбол ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене хаклӑ парнесемпе, дипломсемпе тата тав хучӗсемпе чысласа хавхалантарчӗҫ.

Спортсменсем тупӑшӑва хутшӑнса  хӑйсен вӑй-хӑватне, ҫаврӑнӑҫулӑхӗпе ҫивӗчлӗхне кӑтартнипе пӗрлех Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен ячӗсене манманнине, вӗсене хисепленине ҫирӗплетрӗҫ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн вӗсем яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулӗҫ.

 

Оксана Верликова, Юрий Васильев