Паттӑрсем ӗмӗр-ӗмӗр халӑх асӗнче

Ҫакна тӗпе хурса Шупашкарти 55-мӗш шкулта Андрей Пронюшкин ячӗпе "Герой парттине" уҫрӗҫ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ. Яваплӑ ӗҫ-пуҫа хула пуҫлӑхӗ Денис Спирин хутшӑнчӗ.

Андрей Пронюшкин 1980-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче ҫуралнӑ. 3 ҫул тултарсан ҫемйи Шупашкара куҫса килнӗ. Тӗп хулари 55-мӗш шкулта 10 ҫул вӗреннӗ Андрей. Вӗренӳре те, спортра та ялан хастар пулнӑ. Шкул командипе пӗрре мар ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Шкул хыҫҫӑн вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн машин тӑвакансен факультетне вӗренме кӗнӗ. Апла пулин те пӗрремӗш курс хыҫҫӑн салтака кайнӑ, Чечняри ҫапӑҫусене те хутшӑннӑ. Хӗсметрен таврӑнсан тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 2022-мӗш ҫулта ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе тухса кайнӑ, пӗр тан мар ҫапӑҫура вилмелле аманнӑ.

Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе Андрей Пронюшкина вилнӗ хыҫҫӑн  Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Тӑван шкулӗнче вара "Герой парттине" уҫрӗҫ. Пӗрремӗш хут ун хушшине  паттӑрӑн хӗрӗ Мария тата 8-мӗш класра вӗренекен Виталий Голодаев ларма тивӗҫ пулчӗҫ. Маша ҫак кун хӑйӗншӗн уйрӑмах пӑлхануллӑ пулнине, ашшӗне нихӑҫан та манманнине, унпа мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ.

Герой парттине класс сехечӗсем, Паттӑрлӑх урокӗсем ирттерекен пӳлӗмре вырнаҫтарӗҫ. Ун хушшинче ларма кашни вӗренекеншӗн пысӑк чыс пулӗ. Тӑванӗсене вара хӑйсен ҫывӑх ҫыннине манманни ҫухату суранне сиплеме май парать.

Андрей Пронюшкин пурӑннӑ пулсан ҫак кунсенче 44 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Тӑванӗсен, юлташӗсемпе ӗҫтешӗсен асӗнче вӑл яланах ырӑ та хастар, шанчӑклӑ паттӑр пулса юлӗ.


Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова