"Мелилотус" пӗрлешӳ ҫитес ҫул "Чӑваш Енӗн пылак ылтӑнӗ" агротуризм комплексӗ тума 13 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Тепӗр 3 миллион хуҫалӑх хӑй хывӗ. Ку предприятире хӑнасене мӗн кӑтартмалли чылай. Пыл юхтарни, чей хатӗрлени, ҫурта туни - йӑлтах кӑсӑклӑ. Пылак кучченеҫе тутанса пӑхма та пулать. Унсӑр пуҫне утарҫӑ тумне тӑхӑнса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнме май пур. Патшалӑх пулӑшӑвӗ хуҫалӑх валли ҫӗнӗ майсем уҫать. Тӗллевӗсем вара кунта пысӑк.
Предприятире унсӑр пуҫне пӑлансем ӗрчетме пуҫланӑ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче 40 яхӑн пуҫ илсе килнӗ. Вӗсем хальлӗхе алла хӑнӑхман - ҫын патне пымаҫҫӗ. Ку чӗрчунсем валли пысӑк лаптӑк ҫӗр уйӑрнӑ хуҫалӑхра. Туристсене илӗртессипе кунта ҫулталӑк каялла тӗллевлӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӗске вӑхӑтра 2 пине яхан хӑна хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. "Мелилотус" туркомпанисемпе ҫыхӑну тытать. Ҫавӑнпа туристсен шучӗ ӳссе кӑна пырӗ.
Агротуризмӑн тепӗр ырӑ енне те палӑртаҫҫӗ. Вӑл ял хуҫалӑх профессисен сумне ӳстерме пулӑшмалла. Эппин, ялсенче ытларах ҫамрӑк юлас шанӑҫ пулать.
Надежда Александрова, Святослав Петров