Патшалӑх Думин депутачӗ ветерансене юбилей медалӗпе чысларӗ

Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе танах ҫӗнтерӗве ҫывхартса тылра вӑй хунӑ паттӑрсем те паянхи ҫамрӑк ӑрусемшӗн мӑнаҫлӑх кӳрекен ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче. Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейӗ ҫитсе пынӑ май вӗсене ятарлӑ медальсемпе чыслаҫҫӗ.

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пархатарлӑ ӗҫе савӑк кӑмӑлпа хутшӑнать. Вӑрҫӑ нуши витӗр тухнӑ ветерансемпе тӗл пулса калаҫасси хальхи ӑрӑвӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ пулнине калать. Нумай пулмасть, Анатолий Геннадьевич Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановӑна юбилей медалӗпе чысларӗ. Анна Титовна кӗҫех 102 ҫул тултармалла. Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942-мӗш ҫулта тухса кайнӑ. Хӗрсен батальонӗнче хӗсметре тӑнӑ, салтаксене ҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнтерӗве салтак Рига хулинче кӗтсе илнӗ. Халӗ ветеран ачисемпе йышлӑ мӑнукӗсен ӑшшипе киленсе пурӑнать, Раҫҫейри ветерансен пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗ шутланать. Шупашкартах пурӑнакан Раиса Юманкина та кӑҫал 100 ҫул тултармалла. Тыл ветеранӗ Иван Яковлев вӗрентекенӗн ентешӗ - Тутарстанри Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра вӑй хунӑ, вӑрман каснӑ. Кайран ялти вулавӑшра тӑрӑшнӑ. Унтан ҫемйипе Бурятире пурӑннӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ 40 ҫултан иртнӗ. 2018-мӗш ҫултанпа тыл ветеранӗ Шупашкарта пурӑнать, 4 ачипе, 11 мӑнукӗпе тата 20 кӗҫӗн мӑнукӗпе хӗпӗртет.

Шупашкар ҫывӑхӗнчи Лапсарта пурӑнакан Нина Иванова та сумлӑ депутат аллинчен юбилей медальне тивӗҫрӗ. 95 ҫула кайнӑ кинемей ӗҫ ветеранӗ шутланать. Мӗн ачаран колхозра, ҫитӗнсен почтӑра, унтан Шупашкарти трикотаж фабрикинче тӑрӑшнӑ вӑл. Ҫемье ҫавӑрса икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Паян вӗсен ырлӑхӗнче пурӑнать ватӑ. Анатолий Аксаков вара ветерансене ҫирӗп сывлӑх тата канлӗ ватлӑх сунчӗ.

 

Алексей Енейкин