Кашни ялӑн - хӑйӗн хавалӗ. Кивӗ Ахпӳрт несӗлӗсем ӗмӗртен тӑрӑшулӑхпа, аптраманлӑхпа уйрӑлса тӑнӑ, кунта пӗр-пӗринчен кая юлас марччӗ, ваттисен ятне ҫӗре ӳкерес марччӗ тесе ӗҫлесси вӑйра. 1931-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ "РОКК" коллективлӑ хуҫалӑха хӑпӑл-хапӑл кӗме васкаман тӗреклӗ пурӑнакан хресченсем, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ тӗле те 40 ҫемье колхоза кӗмен-ха.
Фёдор Александрович каланӑ тӑрӑх, унӑн аслашшӗ, Афанасий Григорьевич Карягин, пӗр тапхӑр ялтан уйрӑлса тухнӑ Хуттӑрта чи малтан хутла вӗрентекен пулнӑ. Каярах Кивӗ Ахпӳртре пуҫламӑш, унтан сакӑр ҫул вӗренмелли шкул уҫӑлнӑ. Тӗнчене илсе тухакан аслӑ ҫул пуҫламӑшне хывни ку. 400-е яхӑн вӗренекен 1977-мӗш ҫулта йывӑҫ ҫуртсенчен кирпӗчрен купаланӑ ҫӗнӗ шкула куҫнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗнчен 30 ытла журналист вӗренсе тухнӑ, наука докторӗсемпе кандидачӗсем, ӳнерҫӗсемпе спортсменсем йышлӑ. Шкул ачисем паян та ҫитӗнӳсемпе савӑнтараҫҫӗ.
Ленин орденӗллӗ "Гвардеец" колхоза кӗнӗ ялсен историне тарӑн тӗпченӗ. Геннадий Мулюков, Александр Салмин, Алевтина Салмина тавра пӗлӳҫӗсем кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларчӗҫ. Кивӗ Ахпӳрт малтан Матак ятлӑ пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ архив хучӗсене тӗпченисем. Тутарстанри матаксем ку уява килни пач та ӑнсӑртран мар.
Чи йывӑр тапхӑрсенче яла нимелле ӗҫ тытса тӑнӑ. Халӗ те ҫаплах. Кивахпӳрт хастарӗсем яла ҫӗклессишӗн пӗрмай тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ ӑмӑртусем, футбол турнирӗ иртет. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене асӑнса палӑк лартнӑ. Ҫак ҫулсенче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те вӑй ҫитнӗ таран пулӑшса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗршывра ялсем йӑшса пынине шута илсен, Кивӗ Ахпӳрт ирӗклӗн сывлакан ял темелле. Кунта 258 кил, урамсем тӑсӑлса, ҫурчӗсем капмарланса пыраҫҫӗ. Шкул, ача сачӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ, культура ҫурчӗ, библиотека - ҫаксем пурте тулли пурнӑҫпа пурӑнма май параҫҫӗ. Ҫемьесерен машина-трактор, лаша усракансем те пур. Ӑратлӑ ут тытакансем вырӑнти Акатуй-сабантуйра кӑна мар, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче ҫӗнтереҫҫӗ. Ӳркенмен халӑх килти хуҫалӑхра гектарӗ-гектарӗпе сухан-ҫевок, кишӗр-кӑшман ҫитӗнтерсе сутать. Таврара уссӑр выртакан ҫӗр ҫук.
Марина Карягина