Ку тӑрӑхра пурӑнакансем хӳтлӗх карри ҫыхассине пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пикеннӗ. Ку ӗҫе вӑл вӑхӑтра Аслӑ Чемен территори уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ Станислав Капитонов пуҫарнӑ. Паянхи кунччен вӗсем 133 маскировка хатӗрӗ ҫыхнӑ. Станислав Васильевич хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ хыҫҫӑн та ял халӑхӗ ку ӗҫе пӑрахман. Халӗ ҫакӑншӑн Станислав Капитоновӑн аппӑшӗ Надежда Кошелева яваплӑ.
Хӳтлӗх каррисене ҫыхмалли материала туянассине, вӗсене касса хатӗрлессине ял халӑхӗн вӑйӗпе тата пуҫаруллӑ ҫынсем пулӑшнипе йӗркелесе пыраҫҫӗ. Кашни мӗн вӑй ҫитнӗ таран хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать. Хатӗр япалана салтаксем патне ӑсатас ӗҫе те йӗркеленӗ. Посылкӑпа пӗрле шкул ачисем ҫырнӑ ҫырусене, ӑшӑ тум-тир хурса яма та манмаҫҫӗ.
Ӗҫ кал-кал пытӑр тесе хӗрарӑмсем юрӑ юрласа, сӑвӑсем каласа пӗр-пӗрне хавхалантараҫҫӗ.
Пархатарлӑ ӗҫе ҫемйипе хутшӑнакансем те пур. Вӗсене пурне те пӗр тӗллев - ҫӗнтерӗве ҫывхартасси пӗрлештерет. Салтаксем килӗсене чӗрӗ-сывӑ таврӑнччӑр, теҫҫӗ.
Станислав Капитонов ял территори уйрӑмӗн ертӳҫин тилхепине тытса пынӑ вӑхӑтра чылай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Вӑл тӑрӑшнипе масар ҫуртне хӑпартнӑ. Икӗ ял хушшинчи пан улми сачӗ те кӗҫех пылак ҫимӗҫпе савӑнтарӗ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем паянхи кун та вӑл пуҫарнӑ ӗҫсене вӑя кӗртес енӗпе хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ.
Хӳтлӗх каррисем ҫыхассине аслӑчеменсемпе туричакӑсем ятарлӑ ҫар операци вӗҫленмесӗр те пӑрахма шутламаҫҫӗ. Хӗллехи вӑхӑтра вӗсем окопсенче усӑ курмалли 450 ҫурта та ӑсталанӑ. Гуминатари пулӑшӑвӗ пуҫтарассине те час-часах йӗркелеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов