Патӑрьел тӑрӑхӗнче Лев Кураков академик никӗсленӗ Пӗлӳ ҫуртне чӗртсе тӑратасшӑн

Ун чухне ялти ҫамрӑксем хулана каймасӑрах тарӑн пӗлӳ илме пултарнӑ. Яваплӑ ӗҫре тӑрӑшса тӑван тӑрӑха аталантарнӑ. Сӑмах Лев Кураков академик тӑрӑшнипе Чӑваш Ишек ялӗнче уҫнӑ "Пӗлӳ ҫурчӗ" пирки пырать. Аслӑ шкул филиалӗ чылайранпах тӑлӑххӑн ларать. Ӑна юхӑнма парас мар тесе Патӑрьел администрацийӗ ырӑ тӗллев тытнӑ.

Чӑваш патшалӑх университечӗн уйрӑмӗсене хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ регионта кӑна мар, аякри Инди ҫӗршывӗнче те уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн Кураков Чӑваш Ишекри хӑй ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗнче ҫак пӗлӳ ҫуртне ҫӗкленӗ. Мӗн пур укҫине ҫутӑ ӗҫе янӑ. Кунта кӳршӗллӗ районсенчен кӑна мар, Ҫӗпӗрпе Якутири чӑваш ачисем те вӗренме килнӗ. Пиншер студентпа сывлӑх кунӗсем, тӗрлӗ уяв йӗркеленӗ.

Ҫамрӑксене ӑс панисӗр пуҫне кунта университет ӑслӑлӑх канашӗсем ирттернӗ. Халӗ ҫак савӑнӑҫлӑ самантсене ҫуртри ҫӗршер сӑнӳкерчӗк упрать. Шел пулин те, Пӗлӳ ҫурчӗ тахҫантанпах хупӑ ларать. Ӑна ҫӗнӗрен уҫса ӗҫлеттерсе ямалли пирки Лев Пантелеймонович хӑй те калатчӗ.
Хуҫалӑх ҫурчӗсем паян кун та тӗреклӗ. Кунтах сад пахчи, чавса тунӑ кӳлӗ, часовня пур. Ҫакӑ пӗтӗмпех Чӑваш патшалӑх университечӗн балансӗ ҫинче пулнӑ. Халӗ ӑна Патӑрьел тӑрӑхӗн харпӑрлӑхне куҫарас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Ҫапла майпа кунта Кураков музейне уҫас шанӑҫ пур. Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртес ӗҫре патӑрьелсем хисеплӗ академикӑн юлташӗсемпе усламҫӑсем тата патшалӑх пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Пӗлӳ ҫурчӗ ҫӗнӗлле ӗҫлесе кайни Чӑваш Ишек ялӗшӗн ҫеҫ мар, республикӑшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӗ. "Ҫавра сӗтелте" патӑрьелсем Лев Куракова халалласа ирттернӗ наукӑпа практика конференцине те пӗтӗмлетрӗҫ. Тӗпчев ӗҫӗсемпе сӑвӑ ҫыракансен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.


Алексей Енейкин