Патӑрьел тӑрӑхӗнче купӑста пуҫтараҫҫӗ

Республикӑри уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленнӗпе пӗрех. Хӑш-пӗр пахча-ҫимӗҫе пуҫтармалли кӑна юлнӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче халӗ сахӑр кӑшманӗ кӑлараҫҫӗ, выльӑх апачӗ валли куккурус выраҫҫӗ тата купӑста касаҫҫӗ. Ку пахча-ҫимӗҫе пӗртен пӗр хуҫалӑхра ҫитӗнтереҫҫӗ.

Кузнецовсен купӑста анисем Анат Туҫа ялӗ ҫывӑхӗнче 10 гектар йышӑнаҫҫӗ. Икӗ тӗрлӗ сорт ҫитӗнтернӗ. Калчисене те хуҫалӑхрах туса илеҫҫӗ. Ҫакӑн валли ятарлӑ теплица пур. Уйра вара шӑвармалли техника вырнаҫтарнӑ. Нӳрӗ пулмасан, купӑста ҫитӗнтернин усси ҫук, теҫҫӗ. Вӑтамран пӗр гектартан 60-70 тонна пахча-ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ. Кӑҫал тухӑҫ аван пулнине палӑртрӗ хуҫалӑх ертӳҫи.

Хирте купӑста касакансем, пахча-ҫимӗҫе пуҫтарса конвейер тӑрӑх ещчӗксем ҫине тултаракансем вӑй хураҫҫӗ. Хыҫҫӑнах пушаннӑ анасене трактор сухаласа пырать. Хуҫалӑхра ҫӗр ӗҫӗнче вӑй  хуракансем валли тивӗҫлӗ майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫирӗп хуҫалӑх пуррипе ку тӑрӑхра пурӑнакансем кӑмӑллӑ. Таҫта каймасӑрах ӗҫлесе тупӑш тума пулни паха.

Хиртен тиесе янӑ купӑстана управӑша вырнаҫтараҫҫӗ. Пахча-ҫимӗҫе кунта ятарлӑ температурӑра ҫуркуннеччен усраҫҫӗ. Кайран илме килекенсене сутаҫҫӗ.

Пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерекенсене патшалах тимлӗх уйӑрать. Хуҫалӑхра, сӑмахран купӑста тиемелли 3 машин туяннӑ. Вӗсен хакӗн 45 процентне тавӑрса панӑ. Малашне пахча-ҫимӗҫе вырнаҫтарма федераци тытӑмӗнчи лавккасемпе ҫыхӑнусем йӗркелес, ҫавӑн пекех тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ туса кӑларас тӗллевлӗ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров