Патӑрьел тӑрӑхӗнче кивӗ пӗлӳ ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗннине тӑваҫҫӗ

Шкул, фельдшер пункчӗпе культура ҫурчӗ пулсан - ял пӗтмест. Унта пурӑнма юлакан ҫамрӑксен шучӗ те нумайланӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ишлӗре пӗлтӗрхи ҫул вӗҫӗнче кивӗ ача сачӗн ҫуртне юсама тытӑннӑ. Унта малашне кӗҫӗн классем вӗренӗҫ тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкӑнӗ пулӗ.

Юнашарах спорт залӗ хӑпартма пуҫланӑ. Ӗҫсем мӗнле пынипе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

Ишлӗ шкулне юнашарти Пӑлапуҫ Нурӑс, Люля, Ульяновка ялӗсенчи ачасем вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене кунта автобуспа турттараҫҫӗ. Хальхи пӗлӳ ҫуртне 68 ҫул каялла хута янӑ. Вӑл йывӑҫран, икӗ хутлӑ. Ҫӗнӗ объекта тума строительсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче пикеннӗ. Кивӗ ача сачӗ пулнӑ ҫурта тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн унта 1-4-мӗш классем пӗлӳ илме пуҫлӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкӑнӗ те ҫакӑнтах вырнаҫӗ. Юнашар хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн спорт залӗ хӑпартаҫҫӗ. 5-9-мӗш классем вара вӗренме кӳршӗ ялсене ҫӳрӗҫ.

Ишлӗ Шетмӗ ялӗнче темиҫе ҫул каялла ҫеҫ ҫӗнӗ культура ҫурчӗпе фельдшерпа акушер пунктне хута янӑ. Ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫамрӑксен йышӗ те сахал мар. Вӗсем хушшинче нумай ачаллӑ ҫемьесем те пур. Халӗ вара ял халӑхӗ ҫӗнӗ шкула хута ярасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.

Эпир ҫитнӗ ҫӗре объектра техника шавӗ тӑрать, рабочисем кирпӗч хураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫӗн 30 процентне тунӑ. Хакӗ 118 миллион тенке яхӑн. Спорт залӗн стенисене ҫӗкленӗ, тӑррине витме хатӗрленеҫҫӗ. Кивӗ ача садне те тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ. Подряд организацийӗ ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлеме шантарать.


Оксана Верликова, Димитрий Макаров